Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телейĕме ачасенче куратăп

Телейĕме ачасенче куратăп

Мĕн авалран ватă çынсем сумлă вырăн йышăнаççĕ. «Ватă çын — тăватă çын», — тесе ахальтен каламан. Унăн сăмахĕ ăслă та вырăнлă. Пысăк ĕç тума тытăниччен аслă çынпа канашлани ĕçе йĕркелеме пулăшать, çăмăллăх кỹрет.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче паянхи кун тĕлне 90 çултисемпе аслăраххисем 19 çын шутланаççĕ. Ватă çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланса пыни, паллах, савăнтарать.

Çак кунсенче çывăх вăхăтра паллă юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен Георгий Алексеевич Матвеевпа тĕл пулма май килчĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыракан ватă хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнать. Мана ăшшăн кĕтсе илчĕ вăл. Эпĕ унăн пурнăç çулĕпе кăсăкланнине пĕлсен Георгий Алексеевич хаваспах аса илỹ тĕнчине путрĕ.

1934 çулхи майăн 13-мĕшĕнче Алексейпе Евдокия Леонтьевсен (каярах Матвеев хушамат илнĕ) 5-мĕш ачи — Георгий — çут тĕнчене килнĕ. Улттăн пĕр тăван пулнă вĕсем: Елена, Саня, Вася, Микуль, Валя. Çемье çирĕп хуçалăхпа пурăннă. Вĕлле хурчĕсем те пулнă вĕсен. Çемьене укçа-тенкĕрен татас мар тесе Алексей Леонтьевич Мускавра ĕçлесе пурăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан унтанах фронта кайнă. Малтанхи хĕрỹ çапăçусенче ури аманнă. Кăштах сипленнĕ хыççăн салтак тивĕçне малалла пурнăçлама пултарайманни çирĕпленнĕ, арçын яла таврăннă. Тăван тăрăха таврăнсан суранĕсене малалла сиплесе çỹрекен пулать вăл, колхоз ĕçне хутшăнма тытăнать. Пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕскер тинех хаш сывласа янă. Ачисене те ĕçе вĕрентнĕ вĕсем. Аслă аппăшĕсемпе тетĕшĕсем те çамрăклах ĕç çумне çыпăçнă май Георгий те пилĕк авма хăнăхнă. Вăрçă пуçланнă çул Георгий 1-мĕш класа çỹреме пултарнă. Ăслă-тăнлă ача ялти 7 класа «4» тата «5» паллăсемпе пĕтернĕ. Малалла вĕренме май пулман, ытти çамрăксемпе пĕрле колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Салтак çулĕ çитсен çамрăка çара кайма йыхравлаççĕ. 1953-1956 çулсенче Украинăра Киев хулинче службăра тăрать вăл, радист пулса тăрăшать. Служба вĕçленсен тĕреклĕ каччă яла таврăнать. Кану мĕнне пĕлмесĕр хуçалăхра ĕçлеме пуçăнать. Çамрăк яш-кĕрĕм каçсерен вăйă-кулăра савăнать, пурнăç тума, çемье йĕркелеме мăшăр шырать. Хăй пекех хитре, ĕçре вăр-вар, юрă-ташăра маттур хĕре — Антонина Александровна Овчинниковăна суйласа илет мăшăр пулма Георгий. Ĕлĕкхи чăваш йăли-йĕркипе ваттисем пил параççĕ çамрăк мăшăра, туй-çăнăхта тивĕçлĕ иртет. Кашни çемьен хăйĕн йăви пулмаллине ăнланса мăшăр уйрăлса тухса çурт çавăрма ĕмĕтленет. Хуçалăхра анчах тăрăшнипе пысăк укçа пуçтарма йывăррине ăнланса Георгий ĕçлеме тухса каять. Канаш хулине çитсен хăй пекех ĕç шырама тухнă ушкăна тĕл пулать вăл. Пĕр чĕлхе тупса чăваш каччисем Çĕпĕр тăрăхне çитсе пăхма шутлаççĕ. Пĕлтерỹ хучĕ урлă вĕсем Кемерево облаçĕнчи чугун çул çинчи 2-мĕш номерлĕ станцине çул хывакансем пулса ĕçлеме вырнаçаççĕ. Ĕçленĕ май пĕлĕвне тĕрлĕ курсра ỹстерме май килет Георгин. Ĕçе тарăннăн вĕренсе пынă май вырăнта хисепĕ те ỹссе пырать чăваш арĕн. Вăхăт иртнĕ май вăл мăшăрне тата Надя хĕрне хăй патне илсе каять. Çемьене пурăнма вырăн та тупса параççĕ, ачи чăмăртансан арăмне те ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ. Çемьере йыш хутшăнсах пырать: Çĕпĕр çĕрĕ çинче Раиса, ун хыççăн Альбина çуралаççĕ. Пурăнмалли вырăн та пысăкрах кирлине туять Георгий. Иркутск облаçĕнче пурăнакан тăван аппăшĕ, Саня, хăйсем патне пыма хистесен пурнăç условийĕсене лайăхлатас шухăшлă çемье ун сĕнĕвĕпе килĕшет.

Кунта икĕ çул ĕçлесе пурăннă хыççăн ялти ватăсем хăйсем тĕллĕн пурăнма пултарайманнине шута илсе кĕçĕн ывăлне — тĕп çурта тытса пыракана — тăван тăрăха таврăнма йыхравлаççĕ. Çуралнă кĕтес çемьене хапăл туса кĕтсе илет.

Георгий тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçлать. Ертỹлĕх унăн тăрăшулăхне курса ăна крановщика вĕренме ярать. Мăшăрĕ, Антонина, ăна пулăшаканĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Вунă яла пĕрлештерсе тăракан «Победа» колхозра вĕсем часах кирлĕ те паллă çынсем пулса тăраççĕ. 28 çул хушши крановщикра тăрăшать Г.Матвеев.

Яла таврăнсан ачисем тата та хушăнаççĕ Матвеевсен: Борис, Алексей, Елена çĕр çине килеççĕ. Ача-пăча сасси кил-çурта илем кỹрет. Тĕпренчĕкĕсене кирлĕ условисем туса парас тесе мăшăр кил-çурта çĕнетет, тĕреклĕ, хăтлă пỹрт лартать. Кĕçĕннисем вĕренме çỹреççĕ, ытти ял ачисем пекех, колхоз ĕçне хастар хутшăнаççĕ, ашшĕ-амăшне килти ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Ялти шкула пĕтерсен пурте малалла вĕренме институтсемпе техникумсене çул тытаççĕ.

1996 çулта пысăк хуçалăх саланнă хыççăн, Георгий Алексеевич пушар хурал чаçĕнче ĕç тупать. «Ĕçне кура — хисепĕ» — тенĕ мĕн авалтан. Георгий тетен те хисепĕ пысăк. «Ĕç ветеранĕ», «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» ятсене, тĕрлĕ наградăна тивĕçет вăл. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те нумай.

21 çул каялла, чире пула, мăшăрĕ — Антонина Александровна пурнăçран уйрăлса кайрĕ. 46 çул хушши пĕр-пĕрне ăнланса пурăнчĕ мăшăр. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине тухма пулăшрĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем туса çитĕнтерчĕ. Аслă хĕрĕ Надя пурнăçне шкулпа, ача сачĕпе çыхăнтарнă, мăшăрĕпе ывăл çитĕнтернĕ. Раиса Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, педагог, çемьеллĕ, 2 ывăл çитĕнтернĕ. Альбина та педагог, мăшăрĕпе 1 хĕр çитĕнтернĕ. Борис — строитель, хăйĕн «Партнер» фирмине тытса тăрать, савнă арăмĕпе 2 хĕр çитĕнтернĕ. Алексей ял хуçалăх академине пĕтернĕ, хăйĕн фирминче тăрăшать. Мăшăрĕпе 3 ача ỹстернĕ. Елена бухгалтер, мăшăрлă, 2 ачаллă.

Ачисем ашшĕне питĕ хисеплеççĕ, канмалли кунсенче тăван киле 6 ачи çемйипе, 11 мăнукĕ, 4 кĕçĕн мăнукĕ пуçтарăнаççĕ. Строитель ывăлĕсем ашшĕ килĕнче те хулари пекех хăтлă условисем туса панă. Мăшăрсăр çирĕм çул ытла пурăнать пулсан та юбиляр типтерлĕхе çухатмасть. «Çынсăр тăмастăп, кашни канмалли кунсенче ачасем черетпе килсе çỹреççĕ», — тет ватă кăмăллăн. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать вăл — ирхине тата каçхине утма тухать, лавккана кайса çỹрет. Кил-тĕрĕшре савăнмалăх чăхсем усрать. «Турă паманнине туртса илеймĕн, ватлăхра мăшăрпа кун кунлама май килмерĕ çав», — тет куçĕсене шăлса Георгий тете.

Тавах, ачисем, мăнукĕсем пăрахмаççĕ, кỹршĕ-аршипе туслă пурăнать. Мĕнех, Георгий Алексеевич, пĕтĕм ял халăхĕпе пĕрле санăн çĕр çулна та çĕр çинчех кĕтсе илме сунатпăр.

З.ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code