Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кĕнеке хаклавĕ иртрĕ

Кĕнеке хаклавĕ иртрĕ

Апрелĕн 23-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешри вулавăшра «Янтиково: прошлое и настоящее» кĕнекен (кăçалхи март уйăхĕнче «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра пичетленсе тухнă) хаклавĕ иртрĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ольга Тихонова, Светлана Голубева тĕп специалист, ялти ветерансен канашĕн ертỹçи Зинаида Портнова хутшăнчĕç. Кĕнеке авторĕ — Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи шкулта 41 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă истори учителĕ Владимир Михайлович Плотников.

Хаклава вулавăш ертỹçи Надежда Викторова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Ертỹçĕ чи малтанах авторăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕ, кĕнекепе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ун хыççăн В.Плотников сăмах илчĕ. Вăл кĕнеке мĕнле кун çути курни пирки каласа кăтартрĕ. Пĕрремĕш страницăран пуçласах Аслă Пăла Тимеш ялĕ мĕнле, хăçан пуçланса кайнинчен тытăнса хальхи тапхăр таранах паллашма пулать. Кунтах халăх ĕç-хĕлне çутатнă, çитĕнỹсемпе çитменлĕхĕсем çинчен те çырса кăтартнă. Автор архиври документсемпе анлăн усă курнă. Пултаруллă, паллă çынсемпе паллаштаракан пай та вулакана кăсăклантармалла. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă кашни ял çыннине асăнса хăварнă кунта, Афган, Чечен вăрçисене, ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене те палăртнă.

Тĕл пулăва вулавăш çурчĕн тусĕсем, авторăн тус-юлташĕсем чылаййăн хутшăнчĕç. Кĕнекене сỹтсе явма хутшăнакансем хăйсен шухăшĕсене палăртса ăна лайăх хак пачĕç. Тỹрех каламалла, тулаш енчен пăхсан вăл хăйĕн илемлĕхĕпе илĕртсе тăрать, полиграфи енчен те çỹллĕ шайра. Автор ăна, 12 пайран тăраканскере, килĕнчи архивĕнчи тĕрлĕ çулсенчи сăн ỹкерчĕксемпе чылай пуянлатнă.

Тĕл пулу пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Юлашкинчен мероприятине пĕтĕмлетсе Ольга Михайловна кĕнеке ялти кашни çыннăн çỹлĕкĕ çинче тивĕçлĕ вырăн йышăнасса палăртса автора тав сăмахĕ каларĕ, пултарулăх лаççинче малашне те ăнăçусем сунчĕ.

З.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code