Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Туркай вулавĕсем — 2022» фестивальте

«Туркай вулавĕсем — 2022» фестивальте

Иртнĕ кунсенче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнчи культура çуртĕнче «Туркай вулавĕсем — 2022» республикăри тăваттăмĕш поэзи фестивалĕ иртрĕ.

Ăна Комсомольски, Елчĕк, Канаш районĕсенчи 5-11 классенче вĕренекенсем хушшинче йĕркеленĕ. Елчĕк районĕн чысне Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ, Елчĕкри вăтам тата Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хỹтĕлерĕç. Вĕренекенсемпе пĕрле, паллах, çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие вĕрентекенĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсенчен кашнийĕ Чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай шăрçаланă сăвăсене илемлĕ, чун-чĕрене пырса тивмелле вуларĕ. Ахальтен мар пурте дипломсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Лаш Таяпари 8-мĕш класра вĕренекен Виктория Романова «Чĕрене юратма чараймастăн…», пуçламăш классене вĕрентекен С.Арефьева «Тавлашу», чăваш чĕлхипе литературин предметне ертсе пыракан И.Леонтьева «Ан хăйăр хурлама ман халăха» сăввисене вуларĕç.

Фестивальтен савăк кăмăлпа таврăнтăмăр, тĕл пулу усăллă иртрĕ.

И.ЛЕОНТЬЕВА,
Лаш Таяпа шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code