Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ан улталанăр!

Ан улталанăр!

Юлашки вăхăтра чи нумай преступлени мошенниксемпе çыхăннă. Тĕрĕссипе, хăшĕ-пĕрисем преступниксене хăйсем пулăшаççĕ мар-и? Кашни уйăхра 220 миллион тенкĕ ытла çухатни çавăн çинчен калать те.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ултавçăсен ĕçĕсем çинчен тăтăшах çыраççĕ, кăтартаççĕ, каласа параççĕ. Эпир те, Елчĕкри полици пайĕнче ĕçлекенсем, асăннă темăна кун йĕркинчен кăлармастпăр. Иртнĕ кунсенче Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă май, ыйту çивĕчлĕхĕ кашнинех кăсăклантарчĕ. Ачасем хушшинче те пур-çке улталанакансем. Çав шутра пуçламăш классенчисем те.

Мошенниксен ултав меслечĕсем пирки пĕтĕмпех çырса та пĕтереймĕн — вĕсене çĕнетсех тăраççĕ. Анлă сарăлнисенчен пĕри вара — «банк сотрудникĕ» шăнкăравлани. Иртнĕ çул Чăваш Енре ку енĕпе 166 преступлени пулнă, 2023 çулта — 234. «Интернет урлă тавар туянасси» — 135 (136), «телефон аппаратне, банк карттине çухатни — 100 (112), «кредит илни, кредит илме пулăшни — 99 (34).

Ултавçăсенчен хỹтĕленмелли чи лайăх мел — вĕсемпе телефон çыхăнăвне пачах кĕмелле мар. Çакна та аса илтерсе хăварасшăн: сирĕн пата банк, ФСБ е полици ĕçченĕсем нихăçан та шăнкăравламаççĕ. Ан ĕненĕр, калаçăва ан кĕрĕр.

Алексей БОБРОВ,
аслă оперуполномоченнăй.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code