Кĕвĕçлĕх чуна кăшлать.
Çуркунне — сĕреке, кĕркунне — кĕреке.
Шур хут çине çырнине кĕреçепе хырма çук.
Муллă çынпа ан тавлаш, вăйлă çынпа ан кĕреш.
Малтан ăспа, кайран вăйпа кĕреш.
Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă.
Кĕртлешекен йытăсенчен пăрăнма хушнă.
Çемьесĕр çын шапа калекĕпе ишет, çемьелли — кĕсменпе.
Н.ГАВРИЛОВ.