Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çарти туслăх иксĕлмест

Çарти туслăх иксĕлмест

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Дагестанри Ботлих район территорине Басаевпа Хаттаб террористсен ушкăнĕ тапăнса кĕни 25 çул çитрĕ. Вĕсем сăртлă-туллă вырăнти темиçе аула тытса илнĕ.

Боевиксене хирĕç шалти ĕçсен сотрудникĕсем, ополченецсем, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсем тăнă. Унти юнлă событисене пирĕн ывăл — Александр Ильин та хутшăннă. Иртнине питех каласа пама юратмасть пулин те, пĕр çапăçу саманчĕ пирки пĕлме пултартăмăрах.

Аслă лейтенант, эрмен, разведкăна кайма ултă салтака суйласа илет, вăл шутра — Сашăна та. Вĕсен тĕллевĕ — аулсенче бандитсем пуррипе çуккине пĕлмелле. Пĕрремĕшне тĕрĕслеççĕ. Тепĕр аула пырса кĕрсенех кĕтмен çĕртен сăртлă вырăнтан тăшман минометран вут тăкма тытăнать. Сашăна, тутар ачине Марата тата икĕ салтака амантаççĕ. Хỹтĕ вырăнта сурансене бинтланă хыççăн офицер вĕсене ку лаптăкран илсе тухма шутлать. А.Ильин вара, вĕсене хỹтĕлесе, хăрушлăхран тухма пулăшать.

Меллĕ позици йышăнса малтанах тимлĕ сăнать, кăштахран автоматран персе боевиксене тĕп тăвать.

Çапăçу вĕçленнĕ, анчах çухатусăр мар: Сашăн çывăх юлташĕ Марат, кăкăртан аманнăскер, тепĕртакран яланлăхах сывлама чарăннă. Туссем служба срокĕ вĕçленсен пĕр-пĕрин патне килсе çỹреме те калаçса татăлнă.

А.Ильин аслă сержант, юн нумай çухатнă пулсан та, хăйĕн подразделенине çитетех. Кунта тăнне çухатать. Вара ăна вертолетпа Новочеркасскри çар госпитальне ăсатаççĕ. Чылай вăхăтран суран сипленет, кĕçĕн командир чаçрен тăван яла таврăнать. Çỹлерех асăннă çапăçури хăюлăхшăн ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Хĕсмет хыççăн Александр аслă пĕлỹ илет, тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. 2016 çулта каллех çар тумне тăхăнма тĕв тытрĕ: хальхинче — контрактник. 2022 çултанпа — ятарлă çар операцийĕнче. Пĕррехинче вĕсен батальонĕ тăшманăн пысăк йышне (танксем те нумай пулнă) хирĕç çапăçăва кĕнĕ. Каçченех пынă вăл. Александр ертсе пыракан экипаж аманать, çапах та неонацистсене малалла кайма чарса лартаççĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн юлташĕсемпе пĕрле ăна та «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă.

Пурнăç хăрушлăхĕпе çыхăннă самантсем унта мĕн чухлĕ пулнă-ши? Пурне те пĕлтермест те вăл…

Кăçалхи çу уйăхĕнче Саша тăракан часть территорине гуманитари пулăшăвĕн автоколонни çитсе чарăннă. Елчĕксем иккен! Икĕ енчисем тỹрех пĕр чĕлхе тупаççĕ. Сăмах çине сăмах. Тĕмер ялĕнчи Николай Муллин йĕркелỹçĕ пирĕн Сашăн служакĕн тетĕшĕ пулни паллă пулать. Унăн шăллĕпе — Валерăпа — ывăлăм Дагестана кайиччен Свердловск облаçĕнчи пĕр чаçре службăра тăнă. Кайран вĕсен çулĕсем уйрăлнă, анчах туслăх нихăçан та хавшаман. Халĕ ĕнтĕ туслăха фронтпа тыл пĕрлĕхĕ те çирĕплетет. Валерий пулăшу кỹрессипе хăй те нумай тăрăшать. Нумай пулмасть вăл мăшăрĕпе пирĕн пата килсе кайрĕ. Сашăпа видеоçыхăну та йĕркелерĕмĕр вара.

Çакна та палăртса хăварас килет: ыр кăмăллăх акцине хутшăнакансен автомашини çул çинче пăсăлса ларать. Николай Анатольевич тỹрех Саратова, Юрий Аверкин патне, шăнкăравлать. Ентешĕ нумай кĕттермест, эвакуаторпа техникăна юсав пунктне илсе çитерет. Шутлă сехетсенче машина çула та тухать.

Çĕнтерĕве çывхартма хутшăнакан Николайпа Валерий Муллинсене, Юрий Аверкина, Юрий Кузнецова (Елчĕк), çавăн пекех Олег Андреев пачăшкăна тата ырă кăмăллă ытти нумай çынна ывăлăм ячĕпе тав сăмахĕ калатăп. Кирек мĕнле пулăшу та салтаксене вăй-хăват парать.

Владимир ИЛЬИН.
Кавал ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code