Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мас-рестлинг ăмăртăвĕнче

Мас-рестлинг ăмăртăвĕнче

Елчĕкри Спорт çуртĕнче мас-рестлинг енĕпе шкул ачисен округри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Хире-хирĕç ларса патакпа пĕр-пĕрне туртса илессипе чылай атлет вăй виçнĕ. Хăйсен виçисенче унта Мария Купташкина, Давид Павлов (Çĕнĕ Пăва), Елизавета Иванова, Ярослав Мартышкин, Андрей Егоров (Курнавăш), Кристина Жирнова, Никита Яковлев (Елчĕк), Ульяна Левая (Патреккел), Софья Афанасьева (Аслă Елчĕк), Роман Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль) мала тухнă. Командăсен тупăшăвĕнче Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Клементьев ертсе пыракан ушкăна çитекен пулман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code