Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕпе

Ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕпе

Округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче ĕç сыхлавĕн условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвĕ иртнĕ.

Предприятисемпе учрежденисен тата организацисен асăннă направленийĕшĕн яваплă специалисчĕсен умĕнче Елчĕк районĕн прокурорĕн заместителĕ Михаил Игнатьев доклад тунă. Вăл производствăра сусăрланассине хирĕçле профилактика мероприятийĕсене тулли йĕркелемеллине тата ку тĕлĕшпе саккуна пăхăнмаллине палăртнă.

Медицина тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра тухни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Производствăпа çыхăннă тытăмсенче ĕçлекенсен çакна пушшех шута илмелле. Çакăн пирки Елчĕкри тĕп больницăн профпатолог тухтăрĕ Людмила Капламова чарăнса тăнă. Халĕ, çур акине хатĕрленес тапхăр пынă май, ял хуçалăх организацийĕсенче ĕçлекенсем графикпа килĕшỹллĕн сывлăхĕсене тĕрĕслеттерес ĕç пырать те.

Округри ĕç хутшăнăвĕсен специалисчĕ Ирина Аникина социаллă страхованипе тата коллективлă договорсемпе çыхăннă ыйтусене çĕкленĕ.

Координаци канашĕн председателĕ Владимир Николаев лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, 2026 çулхи ĕç планĕпе паллаштарнă, çитес çул «Округри ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ» конкурс йĕркелессине те пĕлтернĕ. Ĕç коллективĕсенче вара пĕлтĕр ĕç сыхлавĕн условийĕсене епле йĕркеленине кура çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Аллă çын таран ĕçлекен предприятисенчен малти вырăна «Крахмалпром» ООО (директорĕ Александр Кудряшов), 50-ран пуçласа 99 çын таран йышлисенчен «Комбайн» ЯХПК (ертỹçи Гурий Федоров) йышăннă. Вĕсене дипломсем парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code