Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Гурий ФЕДОРОВ, «Комбайн» ЯХПК председателĕ: «Мухтав сана, ял ĕçченĕ, мухтав сана пур кăмăлтан»!

Гурий ФЕДОРОВ, «Комбайн» ЯХПК председателĕ: «Мухтав сана, ял ĕçченĕ, мухтав сана пур кăмăлтан»!

1994 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç тата Кавал ялĕсене пĕрлештерсе тăракан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативне йĕркеленĕренпе паян 30 çул тулчĕ. Çак тапхăр шăпах çĕршыв арканса айăн-çийĕн çаврăннă вăхăтпа çыхăннăран, паллах, çĕнĕрен «çуралнă» хуçалăх тĕрлĕрен йывăрлăхпа тĕл пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Апла пулин те, малтанхи кунсенчен тытăнсах пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе яма пултарнă ял хуçалăх предприятийĕн курăмлă кăтартăвĕсем те сахал мар.

Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе çак вăхăтченех ỹсĕм çулĕпе утăмлакан ял хуçалăх предприятийĕн кун-çулĕ, аталанăвĕ тата ытти пирки, çак паллă кун уйрăмах, аса илни вырăнлă пулма кирлине ăнланса Гурий Федоров председательпе — Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе тĕл пулса калаçрăмăр.

— Истори докуменчĕсем 1930 çулта йĕркеленнĕ «Комбайн» колхозра пĕрремĕш председатель Василий Николаев пулнине çирĕплетеççĕ. Эсир вара, Гурий Иванович, çĕнĕ вăхăтра — рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче «çуралнă» хуçалăхăн пĕрремĕш председателĕ, 30 çул каялла йĕркеленнĕ хуçалăхăн тилхепине çак вăхăтченех çирĕп алăра тытатăр. Çак шухăша тăсса тата мĕн каланă пулăттăр?

— Тĕрĕссипех калатăп, тăван ял, тăван хуçалăх аталанăвĕшĕн çак вăхăтченех тивĕçлĕ тỹпе хывма хама шăпа пỹрнĕшĕн савăнатăп. Çĕршыв арканнă тапхăрти пысăк йывăрлăхсен умĕнче çухалса каймасăр ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пынипе, пăлханакан халăхпа пĕр чĕлхе тупса вĕсене тĕрĕс çул-йĕрпе ертсе кайма пултарнипе чун-чĕрере лăпкă. Çавна май çак тапхăрта мĕн ĕмĕтленнине, малтан шутласа хунине пурнăçлани çинчен йĕркипе аса илсе каласа кăтартма пултаратăп.

— Экономикăра çирĕплĕх, пĕр тикĕслĕх çук тапхăрта — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕнĕрен йĕркеленнĕ нумай хуçалăх вăй илеймесĕрех саланчĕ. Эсир çак йыша лекмерĕр, аталану çулĕ çине тăтăр. Çăмăл мар ĕçе йĕркелесе яма мĕнрен тытăнтăр?

— Хаксен тан марлăхĕ — промышленность таварĕсем ял хуçалăх продукцийĕнчен темиçе хут хаклă пулни, унсăр пуçне, сутакан продукцишĕн укçан мар, бартерпа — ал ылмаш мелĕпе татăлни пысăк чăрмавсем кăларса тăратрĕ. Çакна шута илсе «чĕрĕ» укçа тỹлесе туянакан тупăшлă ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессине тĕпе хутăмăр. Вĕсене тивĕçтерекен хакпа сутма пулнине ăнланса кашни çул май пур таран ытларах çĕр улмипе сахăр чĕкĕнтĕрĕ, пахча çимĕç (севок-сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр) çитĕнтертĕмĕр. Паллах, аш-какай, сĕт туса илесси çине те пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Вĕсене сутнинчен хуçалăх кассине çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕ кĕрсе пычĕ. Ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма хăнăхнă май туса илекен продукци пахалăхĕ ỹсрĕ. Пахалăхлă чĕр тавар тата пысăкрах хака тивĕçрĕ. Тенкĕ çумне тенкĕ хутшăнса пынипе хуçалăх экономики çулсерен тĕрекленсе пынă май хуçалăхра вăй хуракансен ĕç укçи те шайлашуллă ỹссе пычĕ. Кăçалхи 9 уйăхпа хаклас пулсан та, вăл пĕчĕк мар — пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 42920 тенкĕпе танлашрĕ. Сăмах май, аса илес пулсан, хуçалăх производствинче хальхи вăхăтра 80 çын тăрăшать.

— Хăш кăтартусене чи лайăххи, чи курăмли тесе шутлатăр?

— Çак тапхăрта ял хуçалăх продукцийĕсене туса илсе сутнинчен пĕтĕмпе пырса кĕрекен укçа-тенкĕ хисепĕ, таса тупăш пайĕ, çаксене кура ĕç укçин фондне çирĕплетесси, пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи, выльăхсен хисепĕ, 1 гектартан туса илекен тыр-пул тухăçĕ тата ытти кăтартусем — пурте ỹссе анчах пынă.

Хуçалăхăн çитĕнĕвĕсене цифра куçĕпе илсе кăтартни те çакна уççăнах çирĕплетнĕ пулĕччĕ.

— Çак тапхăрта хуçалăха тивĕçнĕ ят-сум та сахал мар пулнине пĕлетпĕр.

— Çĕнĕрен йĕркеленнĕ хуçалăхра ĕçлеме тытăннă тапхăрти чи пысăк награда вăл — «1997 çулта ял хуçалăх производствине тухăçлă йĕркеленĕшĕн» Диплома тата ун чухнехи Чăваш Республикин Президенчĕн парнине — «ДТ-75» трактора тивĕçни тесе шутлатпăр. Унсăр пуçне, хуçалăха тĕрлĕ çулсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе, пĕтĕмĕшле производствăна тухăçлă йĕркеленипе… темиçе хутчен те округ, республика шайĕнчи Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе тата парнесемпе чысланă — пурне те каласа пĕтереймĕн.

Çавăн пекех темиçе çултанпах республикăри чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекен АПК тытăмĕнчи 100 предприяти йышĕнче пулни, çавăн пекех нумайранпа тĕш тырă культурисемпе нумай çул ỹсекен курăксен элита репродукцири вăрлăхĕсене туса иллессипе тата сутассипе, ăратлă ĕне выльăх ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăхсен ретĕнче тăни те кашни кунхи ĕçе пысăк яваплăхпа тата хастарлăхпа пурнăçлама хистет.

— Ял хуçалăх предприятийĕн ăнăçлă аталанăвĕ, ỹсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе шутлатăр?

— Пирĕн тĕп пуянлăх — ĕçчен çынсем тата ытарайми çĕр-аннемĕр, тетĕп эпĕ яланах. Чăннипех те çапла, çирĕпленнĕ ушкăнри специалистсемпе пĕрлешỹллĕ хуçалăхра тăрăшакансем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса ĕçленипе умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыратпăр.

Хальхи вăхăтра 2740 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куратпăр. Унăн ытларах пайне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем валли уйăратпăр. Çĕр ĕç агротехникине çирĕп пăхăнса пурнăçланăран, кашни çул пỹлме тулли тĕш тырă пухса кĕртетпĕр. Кăçалхи йывăр çанталăк условийĕнче те пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 37 центнерпа танлашрĕ.

— Хуçалăх кун-çулĕн кĕнекине çырăнса юлакан çак паллă кун пысăк ят-сума тивĕçлĕ тăрăшуллă ĕçченсене ятран аса илни те вырăнлă пулма кирлĕ. Камсен ячĕсене палăртнă пулăттăр?

— Ĕçлекене сума суни, куç тĕлне туни ăна тата тăрăшса вăй хума хавхалантарнине пĕлетĕп. Çакна асра тытса эпир тивĕçлисене хисеплĕ ятсемпе чыслассине çак çулсем тăршшĕпех кирлĕ пек йĕркелесе пыратпăр. Кашни çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене бригадăсенчи, хуçалăхри Хисеп хăми çине кĕртессине, хисепе çĕнсе илнисене çавăн пекех пурлăх тĕлĕшĕпе хавхалантарассине çирĕп йăлана кĕртнĕ.

Унсăр пуçне, çак 30 çулхи тапхăрта пирĕн туслă коллективра вăй хуракансем хушшинче «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ятсене, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тата ытти сумлă наградăсене тивĕçнисем те сахаллăн мар. 30 çул хушши пĕрле ĕçленĕ, халĕ те пĕрле вăй хуракан Антонина Соловьева тĕп бухалтерпа Валентина Николаева тĕп экономист, Ирина Иванова бухгалтер, Петр Анисимов тĕп агроном, Мария Осипова ферма заведующийĕ, нумай çул бригадир пулса вăй хунă Валентина Романова ĕç ветеранĕ, çавăн пекех хальхи вăхăтра яваплă участоксене ертсе пыракан Александр Романов тĕп зоотехник, Дмитрий Чернов тĕп инженер, Валерий Пыркин диспетчер-механик, комплекслă бригадăсенчи бригадирсем — Петр Андреевпа Владислав Степанов, Елена Павлова тата Сергей Смирнов склад заведующийĕсем пирки: «Чун-чĕрипе юратнă ĕçе парăннăскерсем», — тесе калассăм килет. Владимир Анисимов, Валерий Андреев, Вячеслав Капламов комбайнерсем, Владимир Васильев, Алексей Перцев, Сергей Абрамов, Владимир Абрамов, Леонид Головин, Радик Айметов механизаторсем, Николай Михайлович Головин, Алексей Васильев, Валерий Пыркин водительсем, Надежда Столярова, Алина Теллина, Ирина Павлова пăру пăхакансем, Надежда Носова, Лариса Головина, Елена Шекерова, Татьяна Козлова, Татьяна Панкратова ĕне сăвакан операторсем, Иван Носов, Борис Кузьмин, Марат Хуснутдинов фермăри операторсем тата ыттисем те шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ. Паянхи кун уйрăмах пурне те кăмăлтан пархатарлă ĕçшĕн тав тăватăп. Малашлăхра тата пысăк çитĕнỹсене çывхартма çирĕп сывлăхпа иксĕлми вăй-хал сунатăп. Малашне те пĕрле пулар! Çапла пултăр!

Светлана АНАТОЛЬЕВА калаçнă.

Кĕске справка:

Хуçалăха ахальтен «Комбайн» ят паман. Чи малтан — 1930 çулта Кавал ялĕнче йĕркеленнĕ колхоз та «Комбайн» ятлă пулнă. Ун чухнех вăл районта анчах мар, республикипе илсен те ăнăçлă аталанакан хуçалăхсен ретĕнче пулнине архивра упранакан тĕрлĕрен хутсем тата ытти тĕслĕхсем те уççăнах çирĕплетсе параççĕ.

1935 çулхи республикăри ĕçпе юрă уявне Кавал ялĕн улăхĕнче ирттерни, ял çыннине чыслакан çак пысăк уява ВКП(б) Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ С.П.Петров хутшăнни, производствăра малта пыракансене самолетпа лартса вĕçтерни… хуçалăх кун-çулĕн кĕнекине нихăçан манăçмалла мар пысăк сас паллисемпе çырăнса юлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code