Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев сăмах илчĕ. Вăл 2024-2025 вĕренỹ çулĕнчи Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисен регионти пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Олимпиада пĕтĕмпе 4 тапхăрпа иртет. Шкул тапхăрĕнче 4-11-мĕш классенче вĕренекен 993 ача 19 предмет олимпиадинче тупăшнă. Муниципаллă тапхăрта округри 8 вĕренỹ учрежденийĕнчи 7-11-мĕш классенче пĕлỹ илекен 585 вĕренекен (68,26 проценчĕ) тĕрлĕ предмет олимпиадинче хăйсен ăс-тăнне тĕрĕсленĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче наци чĕлхине тата тăван ен культурине мĕнле пĕлнине тĕрĕслекен тĕрлĕ шайри олимпиадăсене 99 шкул ачи хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсен ретне кăçал 131 ача тăнă (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 17 тĕслĕх сахалрах).
Олимпиадăсене хастар хутшăнассипе Елчĕк шкулĕ малта. Призерсемпе çĕнтерỹçĕсене хатĕрлес енĕпе Çĕнĕ Пăва, Курнавăш, Кушкă шкулĕсем тăрăшуллă.
Республика шайĕнчи предмет олимпиадисене 10 предметпа 37 ача хутшăннă. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекенсем -Даниил Патшинпа Герман Кузьмин астрономи тата обществознани предмечĕсемпе призер ятне тивĕçнĕ.
Темăна пĕтĕмлетсе Леонард Васильевич шкулсен çитĕнĕвĕсем савăнтарнине палăртрĕ:
— Вĕренекенсене олимпиадăсене хатĕрлес, шкул ачисем призлă вырăнсене йышăнас тĕлĕшпе пирĕн округ 10 çул ĕнтĕ малтисен йышĕнче. Тунă çитĕнỹсемпе лăпланса лармалла мар, ку енĕпе тата та тăрăшса ĕçлемелле, малаллах аталанмалла, пултаруллă ачасене тупса палăртса вĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ тупăшусене хутшăнма хатĕрлес енĕпе активлă ĕçлемелле.
Округри культурăпа кану учрежденийĕсен тата библиотека тытăмĕн 2024 çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен Вера Панкратовăпа Алина Петрова ертỹçĕсем каласа пачĕç. Елчĕк муниципалитет округĕнче пурĕ 31 клуб учрежденийĕ. Вĕсенче 54 çын тăрăшать. Централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕнче вара — 23 вулавăш, вĕсенче 32 çын ĕçлет. Культура ĕçченĕсем халăхăн пушă вăхăтне тĕллевлĕ йĕркелес, клубсемпе библиотекăсем халăхшăн чăн та кану вырăнĕсем пулччăр тесе тăрăшса ĕçлеççĕ. Округ халăхĕ культура ĕçченĕсем йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăннине те палăртмалла. Юлашки вăхăтра уйрăмах лайăх курăнать çакă: пурте кар тăрса СВОри салтаксене пулăшса маскировка сеткисем çыхнине, окоп çуртисем хатĕрленине, е салтаксем патне çырусем çырнине… ырламалла кăна. Унсăр пуçне культура тытăмĕнчи хастарсем округ, республика, Раççей шайĕнчи конкурссене тата фестивальсене, ытти тупăшусене хастар хутшăнса çитĕнỹсем тунине те палăртма кăмăллă.
Канашлура çавăн пекех граждансен пухăвĕсене ирттерессипе, социаллă объектсене юсассипе тата строительство ĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăннă темăсене те хускатрĕç.
Е.ПЕТРОВА.

