Аслă Елчĕкри Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Максим Петров протоиерей округри тĕп библиотекăра йĕркеленĕ «Место силы» центр никĕсĕ çинче хальхи вăхăтри пурнăçра ăс-тăн, кăмăл-сипет тĕлĕшĕпе çыхăннă ыйтусем тавра асра юлмалли калаçу ирттерчĕ.

Çыннăн пурнăçри кашни утăмĕн, хăтланăвĕн пĕлтерĕшне ăнлантарса тата уçса парасси черетлĕ урокăн тĕп тĕллевĕ пулса тăчĕ. Пурне те пĕлме тăрăшакан ачасен ыйту нумай. Максим атте çакăн евĕр тĕл пулусем шăпах вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене уçăмлатма пулăшнине палăртрĕ.
Малтанласа ачасем хăйсене ирĕклĕ тытайманни куçа курăнчĕ. Чиркỹ настоятелĕ ĕненĕвĕн тĕп ыйтăвĕсем тавра ăнланмалла, çăмăл чĕлхепе калаçу пуçарнă хыççăн тин вĕсем пĕрин хыççăн тепри хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене çĕклерĕç.
Максим атте ансат тĕслĕхсем çинчех пурнăçри ăнлавсем — ырăпа усал пирки каласа кăтартрĕ. Мĕн вăл намăс туйăмĕ? Этеплĕх, ырă чунлă пулни çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни пирки те чарăнса тăчĕ. Çемьери хутшăнусем, çывăх çынсене хисеплесе юратасси те çемьерен пуçланать. Апла пулсан, ача-пăча чи малтан ашшĕпе амăшне, ытти çывăх çыннисемпе наставникĕсене — вĕрентекенсене хисеплеме тивĕçлĕ пулнине палăртса каларĕ.
Çакăн пек тарăн шухăшлă калаçу хыççăн вĕренекенсем тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тума пултарасса шансах тăратпăр: Турă пире ырă чун-чĕрепе ырă ĕçсем тума пурнăç панă. Çын вара кирек хăш лару-тăрура та çынлăха çухатмалла мар…
Диана ВАСИЛЬЕВА,
тĕп библиотекăри право центрĕн заведующийĕ.

