Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > ТЕЛЕЙСĔР ЮРАТУ

ТЕЛЕЙСĔР ЮРАТУ

Натали вара кун хыççăн çак çуртра юлма пултараймарĕ. Вăл кĕпи-тумтирĕсене амăшĕнчен юлнă арчана тултарма пуçларĕ. Чунĕ кỹтсе килнĕрен куççульне епле тытса чарас тесен те юхма чараймарĕ. Чун-чĕринчен ĕсĕклесе йĕчĕ. Пурнăç ун патне пĕр шелсĕр пулнăран унăн илемне курмарĕ вăл. Ниепле те лăпланаймарĕ. Хăйĕнпе хăй тем туса хума та пултарнă пулĕччĕ-и, тен, çак самантра кỹршĕ хĕрĕ Нина килсе кĕмен пулсан.

Тантăшĕ ăна лăплантарма тăрăшрĕ. Иккĕшĕ пĕрле йывăрах мар арчана йăтрĕç те урамалла тухрĕç. Амаçури амăшне çĕр çăтнă тейĕн. Ниçта та курăнмарĕ. Хĕрпе тĕл пуласран хăраса тăчĕ-ши пĕр кĕтесре? Е кăштах намăсланчĕ-ши? Натали тăван килĕ çине нумайччен пăхса тăчĕ. Унпа пĕрле ачалăхĕнчен, çамрăклăхĕнчен уйрăлнă пек туйрĕ хăйне.

Наталишĕн халь пĕртен-пĕр çул çеç — кỹршĕ яла ашшĕн шăллĕ патне каймалла. Хулана кайсан мĕнле-ши? Çумра укçа-тенкĕ те пĕр пус та çук. Мĕнле пырса кĕрĕн-ха тата пĕр пĕлмен хулана? Вырăсла та аван пĕлмест. Ашшĕн тăванĕ патне çитнĕ çĕре хĕвел пытаннăччĕ ĕнтĕ. Ăшă вырăна кĕрсе выртсан та хĕр часах çывăрса каяймарĕ. Ĕçрен кая юлса таврăннă пиччĕшĕпе инкĕшĕн калаçăвне вĕсем çывăрса кайичченех итлесе выртрĕ. «Пурăнтăр ара. Тăван-çке. Ытлашши çăвар пулмĕ», — терĕ инкĕшĕ. Çак сăмахсем Наталие лăплантарчĕç.

Тепĕр кунран уншăн лăпкă кунсем пуçланчĕç темелле. Пиччĕшсен ачисем йышлă. Вĕсемпе часах пĕр чĕлхе тупрĕ ырă кăмăллăскер. Килти ĕçсене те хушмасăрах пурнăçласа пычĕ ачаран пилĕк авма хăнăхнă, ĕç çумне çыпăçса ỹснĕ пике. Кĕçĕннисемпе выляма та вăхăт тупрĕ.

Урамра ăшă. Çанталăк ытарма çук аван. Натали паян юлташĕсемпе урама вăййа тухать. Чи капăр кĕпине тăхăнчĕ те çỹçне икĕ çивĕт туса усса ячĕ. Куçĕсем вара нихçанхинчен те илемлĕрех: хуп-хура техĕмлĕ çырлана аса илтереççĕ. Чĕри те теме сиснĕ пек хыттăнрах тапать. Тепĕр самантранах тантăшĕпе пурте пуçтарăнакан вырăна утрĕ. Çамрăксем чылаййăн пухăннă. Натали сасартăк ушкăнра калаçса тăракан халĕччен курман хитре те яштака пỹ-силлĕ каччăна асăрхарĕ. Лешĕ ăшшăн кулкаласа тăрать. Çак йăм хура çỹçлĕ, пысăк куçлă каччă хăйне хăш вăхăтра тыткăнланине сиссе те юлаймарĕ хĕр. Салтак тумĕллĕ каччă çине вичкĕн куçсемпе пăхакан хĕрсем пуррине те асăрхарĕ вăл. Кама килĕшмĕ çак тĕреклĕ каччă? Чăн-чăн паттăр тейĕн. Кулнă, калаçнă чух курăнакан тикĕс шурă шăлĕсем ăна тата та илĕртỹллĕрех тăваççĕ. Натали ним тăваймасăр тăчĕ. Аван мар пулин те, куçĕсене палламан каччă çинчен илеймест. Хăй вара пĕр хĕрелет, пĕр шуралать. Таврари çинчен йăлт манчĕ тейĕн. Телее, унăн «ыйхине» илемлĕ кĕвĕ шăрантаракан купăсçă татрĕ. Таврана чăваш юрри-кĕвви сарăлчĕ. Хĕрсем те юрлама пикенчĕç. Чăн-чăн савăнăçпа тулчĕ туслăх каçĕ. Унтан пуçларĕç ташлама: тăрăс та тăрăс сикет яш-кĕрĕм. Мĕнле кăна такмак пĕлмеççĕ-ши хĕрсем! Йĕкĕтсемпе пикесем пĕр-пĕрне йĕплĕ сăмахпа та «чыша-чыша» илеççĕ. Çак телейлĕ те хаваслă çамрăксем çине пăхсан нумаях пулмасть вăрçă иртни, вăл ял-хулана самай хавшатни пирки те манма май пур. Паян çамрăксемшĕн пурнăç савăк та ырă, тỹпе мирлĕ. Кашниех мал ĕмĕтлĕ вĕсем.

Кĕçех Натали умне Оля тантăшĕ пырса тăчĕ. Хĕр каччăна куç хывнине асăрхарех пулĕ: «Çав вăрăмми пирĕн ялах вăл — паян салтакран отпуска таврăннă, — тесе ахальтен сăмах пуçламарĕ пуль. — Хитре вĕт? Андрей тесе чĕнеççĕ ăна». Натали килĕшсе пуçне сулчĕ. Таврана вальс кĕвви саланчĕ. Эх, купăсçи вара! Чĕрене тыткăнлать мар-и вăл чун-чĕререн калакан кĕвĕ? Алли купăс тỹми тăрăх вылянса кăна тăрать мар-и?

Çамрăксем мăшăрăн-мăшăрăн çаврăнма пуçларĕç. Сарлака сакă çинче Натали пĕчченех ларать. «Çак салхуллă пикене ташă картине чĕнме юрать-ши?» — тесе каланине илтсен шартах сикрĕ вăл.

Хайхи яштака каччăна — Андрее курсан Натали пĕр хушă хускалмарĕ те. Каччăсемпе уйрăммăн калаçса та курманскер пуçне çĕклеме те именчĕ. «Мĕн хытса кайрăн? Чĕлхỹне çăтса ятăн-им? Манпа ташлама кăмăл тусам», — йăл кулчĕ каччă ăна аллисенчен çепĕççĕн тытнă май. Хĕрпе каччăн куçĕсем тĕл пулсан иккĕшĕ те халĕччен туйман асамлă вăй авăрне кĕрсе ỹкнине туйрĕç. Мĕн тери ырă туйăмсем чупса иртрĕç çан-çурăм тăрăх.

Акă вĕсем çăмăллăн çаврăнма пуçларĕç. Юрату туйăмĕ кĕске самантрах çавăрса илчĕ çамрăксене. Куçĕсене пĕр-пĕринчен илеймерĕç. Çуначĕсем пулнă пулсан вĕçсе те кайнă пулĕччĕç-и, тен? Чĕрисем те хăвăрттăн-хăвăрттăн тапрĕç. Хĕр уйрăмах хумханчĕ, çакна кăтартас мар тесе шỹтлеме те пăхрĕ. Ташланă хушăра пĕр-пĕрин пирки ыйтса пĕлме те ĕлкĕрчĕ мăшăр.

Ташă вĕçленсен Наталипе Андрей сак çине вырнаçрĕç. Никама асăрхамасăр нумайччен калаçрĕç вĕсем. Каччă хĕрĕн аллине хăй çумне çупăрласа ларчĕ. Андрей хĕре салтак пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. «Тепĕр çур çултан таврăнатăп», — терĕ.

Андрей хĕре юратса пăрахнине систерчĕ. Хĕр вара вăтанса куçĕсене тартрĕ. Халĕччен туйса курман туйăм ăна вĕрилентерчĕ.

— Эпир пĕр çулхисем мар-çке, эсĕ манран виçĕ çул кĕçĕн, — теме çеç пултарчĕ вăл.Çулсем расна пулни ниме те пĕлтермест. Эсĕ вунçиччĕринчен те çамрăкрах курăнатăн-ха, — терĕ Андрей пикене çупăрласа.

Çак кунран каччăн отпускĕ вĕçлениччен хĕрпе каччă кашни каç тĕл пулчĕç. Пĕр-пĕрне каланă ăшă сăмахсем чун-чĕрисене çупăрларĕç. Ырри пирки анчах ĕмĕтленчĕç çамрăксем. Юрату туйăмĕсемпе çеçкеленнĕ Натали пушшех те илĕртỹллĕ пулса кайрĕ. Чĕререн юратрĕ вăл. Андрей те хăйне нихçанхинчен телейлĕ туйрĕ çак кунсенче. Каччă салтакра вылямалла тенĕ пек пĕр янкăлти вырăс хĕрĕпе çыхланса кайнине те манма тăрăшрĕ. Малашне йăлтах йĕркеллĕ пулĕ тесе шутларĕ. Пуçĕнчен Натали сăнарĕ тухма пĕлмерĕ. Юратнă хĕрне тĕлĕкре те курса унăн илемĕпе киленчĕ. Ăна çухатасран хăрарĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code