Республикăн Аслă экономика канашĕ çумĕнче çĕнĕ аграри комиссийĕ ĕçлеме пуçланă.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, республика Пуçлăхĕ пуçарнипе аслă экономика канашĕ хăйĕн ĕçне, тытăмне çĕнĕлле йĕркелет: 7 ĕç ушкăнĕ вырăнне малашне 24 комисси ĕçлĕ — кашнинех регионăн, патшалăхăн ку е вăл программине çирĕплетсе панă. Аграри комиссийĕн яваплăхĕнче — «Ял хуçалăхне аталантарасси» тата «Ялăн комплекслă аталанăвĕ» проектсем. «Çакăн пек йышпа республикăн аграри отраслĕ мĕнле çулпа аталанассипе, патшалăх пулăшăвне тухăçлăрах тăвассипе çыхăннă ыйтусене татса пама май пулĕ — ку тĕллев питĕ яваплăскер», — тенĕ министр.
Комиссин пĕрремĕш ларăвĕнче пухăннисем отрасль ĕçне пĕтĕмлетнĕ, кăçалхи ĕç планне хакланă, патшалăх пулăшăвне вăйлатмалли, калăпăр, фермерсен грант проекчĕсен вăхăтне тăсмалли сĕнỹсем панă. Комисси членĕсем кашни виçĕ уйăхра пухăнса çивĕч ыйтусене тишкерме палăртнă. Кун йĕркинче — хăмла çитĕнтерессине вăй парассипе, патшалăх пулăшăвĕн тухăçлăхĕпе, çур акипе çыхăннă темăсем.

