Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Грант виçине ỹстересшĕн

Грант виçине ỹстересшĕн

Ял хуçалăх министерстви çемье фермисене тата агросекторти стартапсене пулăшмалли грант виçисене ỹстерме сĕннине тишкерет.

Çемье фермине «Сĕт тата аш-какай валли усракан мăйракаллă шултăра ĕне выльăх» енĕпе аталантармалли гранта 15 миллион тенкĕрен 18 миллион тенкĕ таран ỹстерме сĕннĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата пахча çимĕç туса илес енĕпе ĕçлекенсем валли 7 миллион тенкĕрен 9 миллион тенкĕ таран. «Агростартап» грантăн чи пысăк виçине 5 миллион тенкĕ таран ỹстересшĕн. Çак шутран 4 миллион тенкине — федераци, 1 миллион тенкине республика бюджечĕсенчен саплаштарасшăн.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, «грант пулăшăвĕпе çыхăннă улшăнусем хăйсен ĕçне аталантарас тĕллевлĕ çынсене çĕнĕ майсем уçса параççĕ. Ял экономикине çирĕплетсен унта пурăнакансен пурнăç шайĕ те ỹсет».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code