Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

АРМРЕСТЛИНГ. Ăмăртура 2007-2009 çулсенче çуралнă 110 ача вăй виçнĕ. Командăсен зачетĕнче Курнавăш шкулĕн команди мала тухнă, Кушкăсемпе Елчĕксем — призерсем. Уйрăм çĕнтерỹçĕсен рейтингĕнче протокол тăрăх çакă курăнать: Кушкăсен 4 вырăн, Лаш Таяпа, Курнавăш, Елчĕк — 3-шер, Çирĕклĕ Шăхаль — 2.

ВОЛЕЙБОЛ. Территори пайĕсен спартакиади шучĕпе йĕркеленĕ хĕрарăмсен турнирĕнче 6 команда тупăшнă. Пĕтĕм тĕл пулăва ăнăçлă вĕçлесе Елчĕксем пĕлтĕрхи «титула» çирĕплетнĕ. Кĕçĕн Таяпасемпе Аслă Елчĕксем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче. Кăçал шкул ачисем те выляма пултарнă турнирта, анчах Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Тăрăм территори пайĕсен администрацийĕсем çак майпа та усă курман. Е пачах алă сулнă.

Пĕтĕмлетỹре уйрăм чыслава Лиана Чернова (Аслă Елчĕк), Ирина Кудрявцева (Кĕçĕн Таяпа), Ирина Плотникова (Патреккел) тивĕçнĕ.

ХОККЕЙ. Патреккелсем Николай Рыбкина, арçынсен вăййин пуçаруçине, манмаççĕ. Черетлĕ турнирта округри 4 команда кĕрешнĕ. Чи вăйлисем — кил хуçисем. «Лаш Таяпа», «Яманчỹрел» хоккей клубĕсем призерсен йышне кĕнĕ. Стас Владимирова, Дмитрий Рахмуллина, Артем Добронравова, Дмитрий Ефимова чи лайăх вылякансем тесе палăртнă.

ЙĔЛТĔР спортне юратакансене Исемпелти «Победа» хуçалăхăн кану базине Николай Головин директор пуçтарнă: республикăри 3 округпа Тутарстанри Пăва тата Çĕпрел районĕсенчен 116 спортсмен. Вунă ỹсĕм категорийĕнчен ентешсенчен Николай Александровичăн парнисене виççĕн кăна çĕнсе илнĕ. Вĕсем: Александр Головин (Елчĕк шкулĕ), Софья Афанасьева — 1-мĕш, Валерия Яковлева (Аслă Елчĕк) — 2-мĕш. Çĕпрелсен вара 14, Карапай Шăмăршăсен — 8, Пăвасен 4 вырăн.

ФУТЗАЛ. Чăваш Енри аслă дивизионри 2024-2025 çулсенчи чемпионат вĕçленнĕ. Ирĕклĕ кĕрешỹ мелĕн Раççей спорт мастерĕ Александр Лапшин ертсе пыракан «Канмаш-Эльбрус» (наставникĕсем — Артем Кирилловпа Владимир Ишмуратов) команда чемпион пулса тăнă. Ушкăнра ентешсем те чылаййăн: Сергей Васильев, Андрей Ишмуратов (Елчĕк), Владимир Викторов (Аслă Пăла Тимеш), Алексей Воронин (Лаш Таяпа), Петр Жуков (Тĕмер), Александр Лапшин (Элпуç), Андрей Федоров (Тип Тимеш).

А.Кириллова «Чи лайăх тренер», А.Федорова «Чи лайăх тапăнса вылякан» ятсем парса хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code