Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çăвар хăвăлĕн ракĕ

Çăвар хăвăлĕн ракĕ

пирки пĕлменнисем те пурах. Вăл вара шỹтлемелли япала мар.

Асăннă чирпе аптăрас хăрушлăх 35 çул хыççăн ỹсет. Пирус туртакансене, эрехпе иртĕхекенсене уйрăмах шеллемест. Апат-çимĕç пахалăхĕнчен те нумай килет.

Чир çулăхнин паллисем çаксем: çăварта шурă тата хĕрлĕ пăнчăсем, сурансем, тĕвĕсем; çăварти ырату пуçа, хăлхана е тăнлавсене куçать; чăмланă тата çăтнă чухне канăçсăрлăх туйăнать; чĕлхене е янаха вылятма йывăр; çăвартан çĕрĕк шăршă тухать, сĕлеке пухăнасси ỹсет; ỹт йывăрăшĕ чакать.

Чăваш Енре кашни çулах 80 яхăн çăвар хăвăлĕн ракĕн тĕслĕхне тупса палăртаççĕ. Тухтăр патне консультацисене вăхăтлă çỹресен ку амакран сипленме те çăмăлрах пулĕ.

Асăннă чиртен сыхланас тесен, шăл-çăвара яланах таса тытмалла. Çавăнпа кашни апат çимессерен çăвара чỹхемелле, тĕрлĕрен пахча çимĕç е улма-çырла çини усăллă. Шăлсене ирхине тата çывăрма выртиччен тасатмалла. Çăвара эрнере 2-3 хутчен апат содин ирĕлчĕкĕпе чỹхесе илни те аван. Кун пек тума 1 стакан лĕп шыв çине çур чей кашăкĕ сода ямалла. Апата икĕ енчи шăлсемпе те чăмласа вĕтетмелле, унсăрăн чăмламан енчи шăлсем çинче чул çитĕнет.

Хамăрăн сывлăх — хамăрăн алăра. Чир-чĕр паллисене е хăвăра япăх туятăр пулсан çийĕнчех врач патне каймалла.

Наталья ШАКОВА,
участокри терапевт тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code