Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăн-чăн патриотсем

Чăн-чăн патриотсем

Чăваш Енре çамрăксене çар ĕçне хăнăхтаракан «Воин» центр йĕркелесе янăранпа çулталăк çитрĕ. Пĕрлешĕвĕн аталанăвне пĕтĕмлетсе Шупашкарти коопераци институтĕнче уяв иртнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

— Чăваш Енре çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çамрăк армеецсен, кадетсен юхăмĕсем, 1500 ытла мероприяти — пĕтĕмпех ачасем Тăван çĕршыва юратчăр, чыспа паттăрлăх мĕнне ăнланччăр тесе.

Тăван çĕршыва хỹтĕлеме чăн-чăн патриотсем ỹстересси — пирĕн тĕп тивĕç.

Çĕршыв хỹтĕлевçисене хатĕрлекен патриотла ĕçе çулталăк каялла Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе пуçарса янă. Çавна май çĕршывра çакăн евĕр 21 центр уçнă. Чăваш Енре йĕркеленĕ «Воин» пĕрлешỹ çулталăкри ĕç кăтартăвĕсемпе Раççейре малти вырăна тухнă.

Форума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. Вăл «Воин» центр ĕçне пысăк хак парса малашне те çапла тухăçлă ĕçлеме суннă:

— Филиал пĕр çулталăк хушшинче пысăк ĕç туса ирттерчĕ. Кунта çамрăксене чăн-чăн салтак пулма хатĕрлеççĕ.

Çар çыннисем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе Республика Пуçлăхне тĕплĕн паллаштарнă. Кунтах çамрăксем пилотсăр вĕçев хатĕрĕсемпе усă курма вĕренеççĕ. Вĕсен çаврăнăçулăхне тĕрлĕ чăрмавлă вырăнта тĕрĕслесе хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Çумри пỹлĕмре вара çамрăк курсантсем шкул ачисене аманнă çынна пĕрремĕш пулăшу пама хăнăхтараççĕ. Пĕтĕмпех инструктор куçĕ умĕнче пулса иртет.

Çакăн евĕр ăсталăх сехечĕсем тăтăшах тĕрлĕ ял-хулара иртеççĕ. Инструкторсем пĕлỹ çурчĕсемпе аслă шкулсене тухса çỹреççĕ. Çар ĕçне хăнăхтарнипе пĕрлех çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва хаклама вĕрентеççĕ.

Пĕр çулталăк хушшинче «Воин» центрта 3 пин курсантпа 270 педагог ятарлă пĕлỹ илнĕ. Çамрăксемпе 250 ăсталăх сехечĕ ирттернĕ. Çавна май патриотла ĕç те анлăланса пырать. Çамрăк армеецсемпе кадет юхăмĕн хастарĕсем иртнĕ çулталăкра çеç пĕр пин çурă ытла мероприятие хутшăннă. Кăçалхи «Зарницăра» тупăшма вара 27 пин шкул ачи регистрациленнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 4 пин ача ытларах. Çуллахи кану лагерĕсенче те çамрăксене патриотла ĕçе ытларах явăçтарма палăртнă.

Вĕрентỹре уйрăмах палăрнисем тав хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code