Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар çынни — çĕршыв тĕрекĕ

Çар çынни — çĕршыв тĕрекĕ

Контракт çырса çар ретне тăракансем сахал мар пирĕн округран. Вĕсенчен пĕри — Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ Илья Чернов.

Илья Алексей Александровичпа Вера Анатольевна Черновсен туслă çемйинче ỹссе çитĕннĕ. Пилĕк ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр: Андрей, Денис, Алена, Оксана, Илья.

Илья шкул хыççăн Шупашкарти Ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах вăл призывпа çар ретне тăнă. Калининград хулинче 1 çул службăра пулнă хыççăн малашнехи пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма шухăшласа контракт çырать йĕкĕт. Мурманск облаçĕнчи çар чаçне лекет вăл: мотострелоксен 80-мĕш уйрăм бригадинче снайпер пулса службăра тăрать. Ачаранах хоккейла выляса ỹснĕскер чаçри футбол командине çырăнать, кунта ăста вратарь пулнипе палăрать, команда йышĕнче çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать.

Хальхи вăхăтра И.Чернов «Иван Грен» корабль çинче минер пулса служба тивĕçне пурнăçлать. 10 çул службăра тăраканскер Ушаков, «Адмирал Горшков» медалĕсене тивĕçнĕ.

Мăшăрланнă вăл. Мăшăрĕ — Анастасия — Сĕнтĕрвăрри округĕнчен. Туслă çемьере хĕр çитĕнет.

— Хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарас текен çамрăксене хамăр патăмăрта хапăлласах кĕтетпĕр. Кунта запасри çар çыннисене анчах мар, вуçех службăра пулман аслă пĕлỹллĕ яшсене те илеççĕ.

Служба условийĕсем пирки тĕплĕнрех 89118030967 номерпе ыйтса пĕлме пулать, — пĕлтерет Илья.

Çар çыннин ячĕ мăнаçлăн илтĕнет — çĕршыв тĕрекĕ вăл, хисеплĕ çын.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code