Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чунтан юратнă вĕрентекенĕмĕр

Чунтан юратнă вĕрентекенĕмĕр

Сăпайлă, тараватлă, илемлĕ, ырă, ăшă. Шкул çулĕсенченех çакăн пек ырă енсемпе асра юлнă пирĕншĕн Аслă Елчĕкре пурăнакан Евгения Васильевна Малова вĕрентекен. Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çын вăл. Унпа курса калаçмассерен чун çĕкленет, савăк ачалăх аса килет.

Евгения Васильевна ĕмĕрне вĕрентекенре ĕçлесе ирттернĕ. 30 çула яхăн Патреккел шкулĕнче нимĕç чĕлхи предметне ертсе пынă, хăйĕн пĕлĕвне тата чун ăшшине вун-вун вĕрентекенре хăварнă. Евгения Малова 1955 çулта Патреккел ялĕнчи Василий Николаевичпа Лидия Андреевна Миллинсен туслă çемйинче кун çути курнă. Тăватă ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Миллинсем, Женя чи асли пулнă. Патреккел, Аслă Елчĕк шкулĕсенчен вĕренсе тухсан Е.Малова пĕлĕвне Шупашкарти Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче ют чĕлхесен факультетĕнче туптанă. Унтан 1980 çулта вĕренсе тухнă, тăван округа ĕçлеме килнĕ. Ăслă та сăпайлă хĕр Аслă Елчĕкри Вячеслав Петрович Маловпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ. Шăкăл-шăкăл пурăнса икĕ ача çуратса ỹстернĕ пĕр-пĕрне чунтан юратакан тата хисеплекен мăшăр. Питĕ шел, Саша ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăнса хĕрỹ çапăçура аманса паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлчĕ.

Е.Малова пирки аса илсен яланах куç умне ăшшăн кулакан, кăмăллă сăн-питлĕ лăпкă çын тухса тăрать. Вĕрентекенĕмĕре чунтан юратнăранах эпир нимĕç чĕлхине уйрăмах кăмăлласа вĕрентĕмĕр. Учителĕн кашни хусканăвĕ, сăмахĕ пирĕн ăша кĕрсе вырнаçнă. Евгения Васильевна сăвăсене питĕ туйăмлăн вуланă чух куçсенчен куççуль шăпăртатни, сăвăри ỹкерчĕксем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăни асрах. Кашни ачан чунĕ патне çул тупма пултарчĕ вăл.

Шкулта КИД (халăхсем хушшинчи туслăх клубĕ) кружокĕсем вăй илнĕччĕ. Асăннă куружока вăрах вăхăт хушши Е.Малова ертсе пычĕ. Вăл пулăшнипе эпир эрнере икĕ-виçĕ хут пухăнса ют çĕршыв ачисем патне çырусем çыраттăмăр, аякран килнĕ çырусене вулаттăмăр. Конвертсем ăшне чикнĕ сăн ỹкерчĕкĕсем, маркăсем, открыткăсем пирĕншĕн темрен те хаклăччĕ. Унсăр пуçне пĕр-пĕрин хушшинче посылкăсем çỹретнĕ, вĕсене шкулта упранă. Ют çĕршыв хыпарĕсене пĕлни, унти ачасен пурнăçĕпе интересленни пире çунат хушатчĕ. Çырусем çỹретнин чи паха енĕ — пин-пин çухрăмран çырупа пĕрле чун ăшшине пĕр-пĕрин патне çитерме пултарни, тĕрлĕ наци çыннипе пĕчĕкренех туслă пулма хăнăхни. Çав вăхăтрах КИД кружок членĕсем чылай вырăнта пулса курма пултарнă.

Турă пỹрнĕ чăн-чăн педагог Евгения Васильевна. Ытларах шкул, ачасен пурнăçĕпе пурăннă вăл. Хамăра чунтан юратнине, тăван атте-анне евĕр ырă суннине эпир, кĕçĕннисем, яланах туйса тăнă, яланах малти ретре пыма ăнтăлнă, çитĕнỹсемпе хавхаланнă. Паян, тивĕçлĕ канура пулсан та, Евгения Васильевна пирĕн пурнăçпа интересленсех тăрать, май килнĕ таран канаш-сĕнỹпе пулăшать.

— Класс ертỹçи пулса сахал мар выпуск кăлартăм, вун-вун ачана вĕрентрĕм. Нихăçан та начар ача курман эпĕ пурнăçра. Кашниех маншăн çывăх пулнă, халĕ те чĕрере упранаççĕ. Тĕл пулусенче вĕсене курса эпĕ тăван ачана курнă евĕр савăнатăп. Ырă туйăмсем хире-хирĕçле пулни пурăнма вăй-хăват хушать те ĕнтĕ, — пĕлтерет çут ĕç отличникĕ.

Обществăлла ĕçре те пысăк хастарлăхпа палăрать Е.Малова. Патреккел хорĕн хастар членĕ пулнă вăл. Вĕрентỹри пархатарлă ĕçшĕн район, республика, Раççей шайĕнчи сахал мар наградăна тивĕçнĕ.

Ыран пирĕн класс ертỹçи пулнă тата вĕрентнĕ хаклă педагог хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа эпир Евгения Васильевнăна чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Пурнăç çулĕпе малашне пурнăçа юратса утăмлама çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми телей, çăлкуç таппиллĕ вăй-хал сунатпăр. Хăвăрăн ырă кăмăлăрпа пире нумай-нумай çул савăнтарса пурăнăр, çывăх çыннăрсен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр сирĕн. Сĕтелĕр çăкăр-тăвартан, кĕрекĕр сире юратакан çынсенчен ан татăлччăр. Эпир сире чун-чĕререн юрататпăр, хисеплетпĕр, хаклатпăр, эсир пурришĕн Турра тав тăватпăр.

Патреккел шкулĕнчен 1994 çулта вĕренсе тухнисем.

Сăн ỹкерчĕкре: Е.Малова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code