Республикăн строительство комплексĕн 5 çулхи кăтартăвĕсене тишкерес пулсан кăтартусем курăмлă пулни куç кĕрет.
Чăваш Енре иртнĕ 5 çулта кашни çын пуçне вăтамран 32,6 тăваткал метр, 2019 çулхинчен 16 процент ытларах, пурăнмалли вырăн тивĕçнĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнать.
Отчетлă тапхăрта, маларахри 5 çулхипе танлаштарсан, 3,7 млн тăваткал метр е 11,8 процент ытларах çурт-йĕр хута янă. Çурт-йĕрпе тăлăх ачасене — 2,2 хут, нумай ачаллă çемьесене 3,4 хут ытларах тивĕçтернĕ, унччен йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ 18 объект тĕлĕшпе 2714 пайçă ыйтăвне татса панă. Авариллĕ 47 çуртран 1000 ытла çынна çĕннине куçарнă.
Хула хутлăхĕн пахалăхĕн индексĕ енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче — 4-мĕш, çĕршывра 15-мĕш вырăнсене йышăнни начар мар кăтарту. 2020 çултанпа 1316 картишпе общество хутлăхне хăтлăлатнă. Коммуналлă хуçалăх инфратытăмне çĕнетсе ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли сетьсен юсавсăрлăхĕн шайне 71,9 процентран 61,8 процент таран чакарнă, ĕçмелли паха шывпа усă курма тытăннисен тỹпи 13,6 процент ỹснĕ.
2020 çултанпа 9,5 пин çурт патне газ çитернĕ, социаллă объектсем тата дача юлташлăхĕсем патне «кăвак çулăм» çитерес енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Социаллă газификаци енĕпе Чăваш Ен çĕршывра — 3-мĕш вырăнта.
2030 çулччен пурнăçлама палăртнă тĕллевсем те уçăмлăн паллă: коммуналлă инфратытăма малашне те модернизацилемелле тата çуртсене ăшăтмалли вĕри шыв парса тăрас, ĕçмелли шывпа тивĕçтерес, таса мар шыва юхтарса кăларас тĕлĕшпе 160 пин çынна кỹрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатмалла.
2030 çулччен нумай хваттерлĕ 1653 çурта (5,8 млн тăваткал метр) тĕпрен юсамалла, 250,8 пин çын пурăнакан çуртри 1289 кивĕ лифта çĕннипе улăштармалла. Çитес 5 çулта строительство ĕçĕсен калăпăшне 17 процент ỹстермелле, бюджета налук 35,4 млрд тенкĕ ытла хывмалла, маларахри 5 çулхинчен отрасле 15 процент нумайрах инвестици хывмалла.

