Республикăра территорисене симĕслетес, тирпей-илем кĕртес, хăтлăлатас тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Пилĕк номинацирен 2-шĕнче пирĕн округ та палăрнă. Урамсемпе çыхăннă пайра Аслă Елчĕкри Тябуков урамĕ 2-мĕш, Кĕçĕн Таяпари Çамрăксен урамĕ 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Нумай хваттерлĕ çуртсен таврашне илем тĕнчине çавăрассинчи номинацире Елчĕкри Октябрь урамĕнчи 26-мĕш çурт чыслав йышне кĕнĕ: вăл — 2-мĕш.
Конкурс çĕнтерỹçисене тирпей-илем ĕçне малалла тăсма 73600 тенкĕлĕх субсиди уйăрнă. Призерсене — 44160 тата 29440 тенкĕ.
Хамăр пурăнакан территорие таса та хитре тăвасси хамăртанах килет. Тăрăшсан, авă, çитĕнĕвĕ те куç умĕнче.

