Ĕнер Аслă Вĕрентекенĕмĕре, çутта кăлараканăмăра Иван Яковлевич Яковлева асăнмалли кун пулчĕ. Вăл ку тĕнчерен тепĕр тĕнчене куçнăранпа 95 çул çитнине паллă турăмăр.

Асăну кунĕнче Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹре Силуан атте чиркỹ çумĕнчи вырсарни шкулĕн воспитанникĕсемпе тĕл пулу ирттернĕ май вĕсене чăваш халăхĕн мухтавлă çынни пирки каласа кăтартнă (сăн ỹкерчĕкре).
«Халăхшăн пурăнакан çын вилсен вăл унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ, ăна чăннипех телейлĕ теме пулать. Халăха юратакан çын çут хĕвел айĕнче нихăçан та çухалмасть. Курайманлăхпа пурăнакан нихăçан та тĕттĕмрен тухаймĕ, çулĕ те унăн çутă мар. Хăвăрăн вĕрентекенĕрсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса пурăнăр, пĕр сăмахне те ан манăр, вĕсем сирĕн чунăрсене усалтан хăтарĕç», — тесе ăс панă чăвашсене пурăннă чух Иван Яковлев.

