Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче ĕçлĕ визитпа Запорожье облаçĕнче пулнă. Чи малтанах вăл ентешсем тăракан çар чаçĕсене çитсе курнă.
Салтаксен хăюлăхĕ, вĕсем çар çыннин тивĕçне çỹллĕ шайра тытса республика ятне çỹллĕ шая çĕклени мăнаçлантарать. Олег Алексеевич çакна палăртнă май уйрăмах паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартакансене патшалăх наградисем парса чысланă.
— Сирĕнпе, паттăр салатаксемпе, мухтанатăп. Çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем эсир. Тавах сире ырă та пархатарлă службăшăн. Эпир те, шанчăклă тыл, хамăр енчен салтаксене пĕтĕм енĕпе пулăшма тăрăшатпăр. Сире кашнине тăван тăрăха çĕнтерỹпе ырă-сывă таврăнма сунатпăр, — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Тыл çар çыннисемшĕн, чăн та, çирĕп вăй. СВОна пулăшу кайсах тăрать. Предприяти-организацисем, предпринимательсем, халăх ятарлă çар операцийĕнче мĕн кирлине — техникăран пуçласа йăлари япаласем таранах — пуçтарса яма тăрăшаççĕ. Çар чаçĕсен командованийĕсемпе тачă çыхăнура пулни кирлĕ хатĕрсене хăвăрт тупма, çар çыннисене илтсе шухăш-кăмăлне пĕлме пулăшать.
Куçа-куçăн тĕл пулнă май Олег Николаев чылай салтакпа уйрăммăн тĕл пулса вĕсене мĕн кирлине, мĕн пăшăрхантарнине ыйтса пĕлнĕ.
Олег Николаев республика шефа илнĕ территорисенче — Осипенко, Берестовое ялĕсенчи тата Андреевка поселокĕнчи культура çурчĕсенче пулса вĕсене юсаса çĕнетес ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă. Асăннă вырăнсенче ытти социаллă объектсене те сахал мар хута янă тата юсанă, çав шутра Осипенко ялĕнчи шкул та (сăн ỹкерчĕкре) тĕпрен улшăннă. Çак ырă улшăнусем çынсене ыранхи куна шанма май параççĕ.
2025 çулта 10 объектра юсав тата строительство ĕçĕсем тума палăртнă. Планра — çитес çул Николаевка тата Дмитровка ялĕсенчи культура çурчĕсене юсасси. Чăваш Республики кăçалхи апрель уйăхĕнче плана уçăмлатнă хыççăн вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе хăй çине обязательство илнĕ. Шефа илнĕ округра малашлăхри çулсенче сахал мар объекта юсĕç тата çĕннисене хута ярĕç.

