1999 çултанпа пултаруллă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятран паракан стипендийĕпе хавхалантараççĕ.
Кăçал савăнма пысăк сăлтав пуррисен йышĕнче — Елчĕкри ачасен ăсталăх шкулĕнче «Сăрă ĕçĕ» класра вĕренекен Мария Муратова (преподавателĕ — Римма Парферьева). Унăн кандидатурине республикăри хушма пĕлỹ паракан культурăпа искусство сферинче пĕлỹ илекен талантлă 5 ачаран суйласа илнĕ.

