Воскресенье, 22 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мускавран — дипломпа

Мускавран — дипломпа

2025 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен Мускавра халăхсен хушшинчи «Билингва» конкурсăн финал мероприятийĕсем иртнĕ. Асăннă конкурса тĕрлĕ чĕлхене упраса хăварас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Конкурс çĕнтерỹçисен хушшинче Таяпа Энтри ялĕн хĕрĕ Диана Ванюшина пулнине, вăл «Таинственный напев: фольклор и современность» номинацире палăрса Мускавран II степень дипломпа таврăннине палăртма кăмăллă.

Хĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренет. Вăл чăваш календарĕ çине таянса тăван халăхăн йăли-йĕрки пирки эссе хатĕрленĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче çамрăксем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ яш-кĕрĕмпе туслашма пултарнă.

Сăн ỹкерчĕкре: Диана Ванюшина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code