Çĕршывшăн йывăр вăхăт çитсен чăн-чăн патриотсем çар ретне тăраççĕ. Иртнĕ уйăхра Кушкă ялĕнче ятарлă çар операцийĕнче вилнĕ паттăра Илья Владимирович Мартынова пытартăмăр. Виçĕ çул хушши Украина çĕрĕ çинче неонацистсене хирĕç хăюллăн çапăçрĕ вăл — ноябрĕн 9-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Илья Мартынов ячĕпе Кушкă ялĕнче унăн килĕ умĕнче асăну хăми, шкулта парта уçрĕç. 10-мĕш класра вĕренекен Анна Чайкинăпа Олеся Шавкина тата Илья Владимировичăн аппăшĕ Елена касрĕç хăйăва. Пĕрремĕш хут çак парта хушшине Илья Мартыновăн хĕресне ывăлĕ Артем Кирилин тата шăллĕ Женя Исаев ларчĕç.
Илья Мартынов çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулĕ. Унăн ячĕ вилĕмсĕр.
М.ШАВКИНА.

