Калав
Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 48, 1, 2-мĕш номерсенче.
«Каятăн пулсан, хăвăнпа пĕрле çаксене илсе кай: упăшкуна, аннỹне кăтарт», — терĕ те хĕрарăм арçынпа çывăхланнă вăхăтри фотокарточкăсен купине вырăн çине пăрахса пачĕ. Ним тăвайманнипе Натали ỹлесе йĕрсе ячĕ.
— Юрĕ, — шелленĕ пек пулчĕ Алик. — Шупашкара таврăнсан, отпуск парăп, санаторинче канăн.
Чăтăмсăррăн кĕтрĕ тăван çĕре таврăнасса Натали. Аэропортран Аликпе ларса каймарĕ, килне маршрутлă таксипе çул тытрĕ. Вырăн çине выртса ирчченех макăрчĕ. Кам пулса тăчĕ вăл? Чĕререн юратакан çын çапла тума пултарнă пулĕччĕ-ши? Çук, нихăçан та савман, юратман ăна Алик. Вăл уншăн усă курмалли япала пулнă яланах. Кивелнĕ япалапа мĕн тăваççĕ-ха? Кăларса пăрахаççĕ е кама та пулин параççĕ. Курайманлăх вăй илме пуçларĕ унăн чунĕнче. Мĕнле калаççĕ-ха ваттисем: «Юратуран курайманлăх патне пĕр утăм». Ваннăра чылайччен чỹхенчĕ вăл, çапах та хăйĕн çинчи таса марлăха çуса тасатса пĕтермен пек туйăнчĕ ăна. Чунĕ темĕскер ырă мара сисрĕ унăн. Тепĕр кунне вăл Ленин проспектĕнче вырнаçнă 34-мĕш çурта çул тытрĕ. Кунта тĕрлĕ «юрату» чирĕсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттерме хăв камне пĕлтермесĕрех юн пама пулать. «Тепĕр виçĕ кунтан килсе пĕлме пултаратăр результатне», — терĕç унта венăран кирлĕ чухлĕ юн илнĕ хыççăн. Алик те хăйĕн сăмахне тытрĕ: «Волжанка» санаторинче пĕр уйăх канма путевка тыттарчĕ. Натали тăван яла ывăлĕпе амăшне кайса курса килчĕ, ашшĕ вил тăприйĕ çинче пулчĕ. Андрейка чылаях ỹснĕ иккен, тĕрекленнĕ. Чĕкеç чĕлхиллĕ вăл, пĕр самант та калаçмасăр тăма пултараймасть. Яланах ыйту парать амăшне, хуравласа ĕлкĕриччен — татах ыйтать мĕн те пулин. Ачине пĕрле илсе каясшăнччĕ амăшĕ, кукамăшĕ пĕр-икĕ эрнене те пулин хăварма ыйтрĕ мăнукне. Килĕшрĕ Натали, санатори хыççăн килсе кайма шантарчĕ.
Волжанкăри тухтăрсем сиплев пуçличчен медицина справки ыйтнипе Натали юн тĕрĕсленин результачĕсене илме кайрĕ. «Чим-ха, сана врач курасшăн, юн йĕркеллех мар пулас сирĕн», — терĕ çамрăк медсестра. — Вăл иккĕмĕш хутра, кабинет номерĕ…» Чунĕ сỹ! туса кайрĕ хĕрарăмăн ырă мара сиссе.
— Эсĕ хальччен сар ỹкнипе чирлемен-и? Мĕн те пулин ыратмасть-и? — ыйтрĕ ватă, самăртарах врач.
— Çук, — хуравларĕ Натали.
«Тĕрĕссине калам-ха. Сан юнра ВИЧ-инфекцийĕ тупăннă, СПИД та теççĕ ăна, синдром приобретенного иммунодефицита. Илтнĕ-и ку чир çинчен? Халĕ ĕнтĕ санăн хушаматна та, ятна та, ху ăçта ĕçленине те, çемйỹ çинчен те каласа памалла пулать. Саккун çапла хушать…»
Малалла тухтăр мĕн калани Наталин хăлхине кĕмерĕ тесен те юрать. Пуçран чукмарпа çапнă пекех пулчĕ уншăн çак хăрушă хыпар. Темĕскер хуравларĕ вăл ыйтусем çине, тем каларĕ — пурте тĕлĕкри пек пулчĕ уншăн. Хваттерне мĕнле çитнине те астумасть. Мĕншĕн-ха вăл? Мĕнпе айăпа кĕчĕ-ха вăл Турă умĕнче? Чылайччен шухăша путса ларчĕ кухньăра. Пĕтĕм пурнăçне аса илчĕ хăйĕнне. Куççулĕ те типрĕ нумай йĕнипе. Юлашкинчен çак шухăш пырса çапрĕ пуçне — ун пĕтĕм инкекĕ Аликра. Вăл пулман пулсан, ăнăçсăр юрату çуралман пулсан чĕрере, тен, телейĕ те урăхларах пулĕччĕ, пурнăç урапи те урăх çулпа чупĕччĕ.
Çакăн хыççăн хăйĕн чи хитре кĕпине, Алик юратаканнине, тăхăнчĕ. Уринче — йăлтăртатса тăракан туфли. Куç харшисене виçеллĕ таран сăрланă, тутисене писев сĕрнĕ. Тĕкĕр умĕнче илемлĕрен те илемлĕ, куç курса савăнмалăх чиперкке тăрать. Мĕнле арçын чăттăр ун çине ытарайми куçсемпе пăхмасăр?
Çирĕппĕн утса кĕчĕ вăл фирма директорĕн кабинетне.
— О-о-о! Эсĕ паян принцесса пекех илемлĕ, — савăнса-тĕлĕнсе кĕтсе илчĕ Чиперккене Алик. — Отпуск усса каять пулмалла сана.
— Тавтапуç санаторишĕн, — яштака урисене пĕр-пĕрин çине хурса хуравларĕ Натали. — Сансăр тунсăхласа çитрĕм эпĕ.
Арçын чăтаймарĕ, çак куç тулли илеме хăйĕнчен вĕçертме те шутламарĕ. Юрату вăййи вăхăтĕнче Чиперкке Алике тутинчен юн тухмаллах çыртса илчĕ. — Мĕн эсĕ, хальччен арçын курман пек, — мăкăртатрĕ директор. Хĕрарăм ăна хăйĕнчен ямарĕ, татах та татах чуп турĕ.
— Юрĕ, юлашки хут пулатăп санпа, — пăшăлтатрĕç Чиперкке тутисем…
— Ăçта кайса кĕрĕн эсĕ манран?
— Эсĕ мана пĕрре çеç мар аса илĕн-ха малашне, — калаçа-калаçа тумланчĕ Натали. — Юрĕ, тамăкра тĕл пуличчен.
— Мĕн эсĕ? — ним калама аптраса ларса юлчĕ Алик.
Почтăна çитсе Натали пĕтĕм укçине яла, амăшĕ патне куçарса пачĕ, ун хыççăн чиркĕве кĕрсе Турă Амăшĕн Турăшĕ умне çурта лартса чылайччен шухăша кайса тăчĕ. Каçхи автобуспа санаторине пырса çитрĕ вăл. Çĕрĕпех ĕçлекен барта ирчченех ларчĕ пĕчченех, хăйĕн çумне çыпçăнакан пĕр арçынпа та калаçмарĕ. Кăвак çутă палăрма пуçласан Атăл çыранĕ еннелле утрĕ. Канатлă çул çывăхĕнчи юман çумне тайăнса чылайччен вăранакан çут çанталăк илемĕпе киленсе тăчĕ. Август уйăхĕ пулин те каçсем ăшă тăраççĕ кăçал. Лăпкă шăплăхра Наталипе Чиперкке сасă хăпартсах калаçни илтĕнмест, мĕншĕн тесен ку тавлашуллă калаçу шалта, чунра, чĕрере иртет.
— Малтанах асăрхаттарнă эпĕ сана, туйăмсене мар, ăс-тăна ытларах итлемелле, — тет Натали.
— Мĕн, эпĕ хĕрарăм мар-им? Мĕнле хĕрарăм вăл туйăмсемсĕр, юратусăр пурăнсан? — ыйтупа хуравлать Чиперкке.
— Юратусăр пурăнма йывăр пулĕ-ха, анчах та виçи пулмалла пек… Кăмăл-сипет пирки те манмалла мар.
— Пурнăç пĕрре çеç килет, çак çĕр çинче эпир хăнара кăна. Савăнса юлас кăштах терĕм-çке.
— Савăнтăн, юратрăн ытлашшипех. Юлашкинчен юхха пулса тăтăн вĕт. Халĕ акă пуриншĕн те тỹлеме лекет. Пĕчĕк ывăлна кам пăхса ỹстерĕ?
— Унăн ашшĕ те пур. Тата эпĕ ун валли çителĕкех укçа-тенкĕ хăваратăп.
— Кĕмĕлпе аннене улăштарма çук паллах. Ку чир вăл — çылăхусемшĕн çỹлтен янă айăплав.
— Килĕшетĕп санпа…
Çак калаçу вĕçленсен Натали-Чиперкке «Чăнкă сăрт» ятлă кану çурчĕ еннелле хывнă сукмакпа аялалла утрĕ…
Тỹпере юлашки çăлтăрсем сỹнсе пыраççĕ. Чĕвĕл! сас пачĕ ирхи кайăк. Пĕр çăлтăр çуттăн çунса Атăл шывне ỹкрĕ, чăшăл! туса сỹннĕн туйăнчĕ…
… Петĕр хусахра нумай çỹремерĕ. Арăмне пытарнă хыççăн çулталăкран тепре авланчĕ. Алик, чăнах та, нумай асăнчĕ Чиперккене: хăй СПИДпа чирлине пĕлсе Мускаври пĕр чаплă больницăра чунĕ тухичченех…

