лайăхланнине республикăра вак тата вăтам предприятисен шучĕ 2,5 хут пысăкланни çирĕплетет. Асăннă сферăра ĕçлекенсен йышĕ 1,5 хут ỹснĕ. Юлашки виçĕ çул çурăра кăна Чăваш Енре ытти регионти 700 предприниматель тата 100 ытла юридици тытăмĕ çĕнĕрен регистрациленнĕ.
Агропромышленность комплексĕ те ку чухнехи çĕнĕ техникăпа пуянлансах пырать, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртет. Предпринимательсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата ỹсен-тăран çитĕнтерессипе кăна мар, ял хуçалăх продукцине тирпейлес енĕпе те пуçарулăх кăтартаççĕ. Çак цифрăсем те хăпартлантараççĕ: çĕршывра çитĕнтерекен хăмлан 90, сухан-севокăн 70 проценчĕ — Чăваш Енĕн.

