Вторник, 17 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Взятка илнĕ

Взятка илнĕ

Чăваш Енре студентсенчен взятка илсе пурăннă преподавателе айăпланă. Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2025 çулта транспорт университечĕн куçăмсăр уйрăмĕнче йĕркелỹпе хушу ĕçĕсене тунă преподаватель студентсенчен укçа илме тепĕр çынпа пĕр каварлă пулнă. Тỹленĕшĕн вăл экзаменра пĕлĕве тĕрĕслемесĕрех лайăх паллăсемпе тивĕçтерме шантарнă.

Студентсем посредник карттине укçа куçарнă, лешĕ вара çав укçана преподавателе панă. Преступлени схемине Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕ Раççей ШĕМĕн транспорт çинчи лини уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешкен пайĕпе пĕрле уçăмлатнă.

Суд хĕрарăма 700 пин тенкĕлĕх штрафланă. Унсăр пуçне ăна 1 çулталăк та 6 уйăх иртмесĕр патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсенче йĕркелỹпе хушу тата администраципе хуçалăх ĕçĕсене тума чарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code