Чăваш Республики çуран çỹрекен курьерсене сĕнекен ĕç укçи шайĕпе Раççейри малта пыракан регионсен шутне кĕнĕ. 2026 çулăн пĕрремĕш çур çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика Пĕтĕм Раççейри рейтингра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чăваш Енре çуран çỹрекен курьерсем уйăхне 56 765 тенкĕ, Томск хулинче 57 887 тенкĕ, Мускавра 63 895 тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.
Çĕршывĕпе шутласан ĕç укçи уйăхне 49 605 тенкĕпе танлашать. Пĕр сменăра курьер 5 920 тенке яхăн ĕçлесе илет.
Ирина ПЕТРОВА.

