пурăнакансем халĕ шыв хĕрринче хăрушлăхсăр та хăтлă канупа киленме пултараççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаевăн «Ниме — халăх бюджечĕ» программипе килĕшỹллĕн пĕве çывăхĕнче шыва кĕмелли зонăна йĕркелес ĕçе вĕçленĕ. Çыран хĕрринчи территорире тивĕçлĕ услови туса парассине «ДПМК Яльчикское» ООО хăй çине илнĕ.

