Çак асăну кунне 32 çул каялла Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă аварипе çыхăнтараççĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ пулсассăн та суран тÿрленмен-ха. Çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни, калама çук пысăк инкек тÿсни халĕ те асрах.
1986-1990 çулсенче Чăваш Енрен аварие сирме 1957 çын кайнă. Шел пулин те, чернобылецсем çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Иртнĕ çул кăна Чернобыль инкекне сирме хутшăннă республикăри 25 ликвидатор çĕре кĕнĕ. Вĕсене асра тытмаллах пирĕн.
Ф.ВАСИЛЬЕВА,
республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн лаборатори заведующийĕ.