Округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче терроризма хирĕç кĕрешекен комисси ларăвĕ иртнĕ.
Умра — суйлав. Çавна май ларура паянхи чи çивĕч ыйтăва — пĕрлехи сасăлав кунĕсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси — сỹтсе явнă. Кунтах вĕренỹ организацийĕсене терроризмран хỹтĕлес темăна та çĕкленĕ.
Леонард Левый мĕн пур ведомствăна инкекрен сыхланса хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма сĕннĕ.

