Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Янăрарĕ йĕс шăнкăрав…

Янăрарĕ йĕс шăнкăрав…

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче округри сакăр шкулта пĕлỹ тĕнчине йыхравласа пĕрремĕш шăнкăрав янăранă.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче парттăсем хушшине 1104 ача ларнă, вăл йышран 1-мĕш класа — 64-н. Вĕсене, педагогсемпе ашшĕ-амăшне саламлама округ администрацийĕн, территори пайĕсен, тĕн представителĕсем, депутатсем хутшăннă. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата СВО участникĕ Дмитрий Тихонов Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта пулнă. Вĕренỹ процесĕпе çыхăннисене уçă кăмăл-туйăм, ăнăçу суннă, пултаруллисене Тав хучĕсемпе чысланă вĕсем.

Пĕлỹ кунĕн пĕрремĕш урокĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code