Пятница, 23 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ĕмĕтсем пур. Вĕсем тата та пысăк…»

«Ĕмĕтсем пур. Вĕсем тата та пысăк…»

ХХ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Раççейре çĕнĕ юхăм — уйрăм çынсем харпăрлăх производствисене никĕслесе вĕсене аталантарасси — вăй илет. Вăл çĕршывра экономика тытăмлăхĕ ылмашăннипе çыхăннă.

Александр Кудряшов

Совет Союзĕнче патшалăх, кооперативсем тата колхозсемпе совхозсем анчах капиталпа усă курса тупăш илме пултарнă пулсан, çĕршывра вăй илнĕ «перестройка» политики уйрăм çынсене ОООсем, кооперативсем, промышленность предприятийĕсем, суту-илỹ организацийĕсем уçма май парать. Шăп çак тапхăрта районта суту-илỹпе фермер хуçалăхĕсем уйрăмах аталанма тытăннă. Çав вăхăтрах, сахал пулин те, промышленноть предприятийĕсем те хунав яраççĕ. Ку енĕпе ашшĕпе ывăлĕ — Патреккел ялĕнче пурăннă Сергей Александровичпа Елчĕк ялĕнче тымар янă Александр Сергеевич Кудряшовсем хастар пулнă. 1992 çулта вĕсем «Чăвашъенкрахмал» ООО йĕркелесе яраççĕ. Асăннă пĕрлĕх вăл çулсенче çĕршыв шайнех çĕкленме пултарчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Сергей Кудряшовăн пурнăç çулне тишкерме тулли статья та çитмĕ. Унăн пурнăçĕ анлă, ĕçĕсем сумлă, çавăнпа ун çинчен уйрăм статьяра çырса кăтартăпăр. Ку статьяна Чăваш Республикин промышленность отраслĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Александр Сергеевич Кудряшова халаллама шутларăмăр.

Вячеслав Мартынов водитель хатĕр продукцине склада ăсатать

Александр Сергеевич 1953 çулта январĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕ Сергей Александрович республикипе паллă çын пулнă. Вăл Елчĕкри крахмал кăларакан заводăн (иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен варринче вăл хупăннă) директорĕ тата Чăваш Республикинчи крахмалпа патока туса илекен заводсен тĕп директорĕ пулнă. Амăшĕ Любовь Петровна Аслă Елчĕкри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе чăваш литературине вĕрентнĕ. Каласа хăварни вырăнлă. Çемьере пĕртен-пĕр ача тесе Сашăна ачашласа ỹстермен. Сергей Александрович салтакран юлнă йăлапа Саша ывăлĕпе пĕрле кашни ире физзарядкăран пуçланă. Унтан Кавал çулĕпе 3-4 çухрăм чупса çаврăннă вĕсем. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçласси, выльăх пăхасси, кĕтỹ хыççăн ĕне çитерме çỹресси, витене тислĕкрен тасатасси, хĕлле юр хырасси… тата ытти ĕçсем те Сашăн тивĕçĕ пулнă. Нихăш ĕçрен те ỹркенмен ача вĕренỹре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Елчĕкри вăтам шкула ăнăçлă вĕçлесен Александр 1970 çулта Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме кĕрет. 1972 çулта ăна Совет Çарне кайма повестка параççĕ. (Çав çулсенче институтра вĕренекен студентсене çеç салтака илмен). Служба Хĕвел тухăç Германири Советсен çарĕн ушкăнĕнче Ратенов хулинчи гарнизонра иртнĕ. Александр малтанхи çул танксен ротинче танк водителĕ пулнă, иккĕмĕш çул ăна ротăри аслă механик должноçне шанса параççĕ. Службăри çитĕнỹсене тата кăлтăксăр ĕçленине шута илсе Александр Кудряшов ефрейтор 1974 çулта Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн полк ялавĕ умĕнче сăн ỹкерчĕк тума ирĕк çĕнсе илет. Çакă салтакшăн пысăк сум шутланнă. Сăмах май, çакăн çинчен «Колхоз ялавĕ» хаçатра хăй вăхăтĕнче районти паллă ялкор Олимпий Сазонов çырса кăтартнăччĕ.

Крахмал туса кăларакан цехра тăрăшакансем: Дмитрий Кудряшов инженер, производство ертỹçи — Валентина Шепинова, Светлана Шаурбина лаборантка, Анатолий Баринов аппаратчик ĕç вырăнĕнче канашлаççĕ

Служба тапхăрĕ вĕçленсен 1974 çулта Александр Мускаври Технологи институтне вĕренме кĕрет. Вăл унта «Автомеханизация и комплексная механизация химико-технологических процессов пищевой промышленности» ятлă специальноçа алла илет. Республика шайĕнче те сайра тĕл пулакан çак специальность Александр Сергеевича пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе пулăшса пынă.

Институт пĕтернĕ хыççăн 1979 çулта Мускавран тăван çĕре Александр Сергеевич çамрăк мăшăрпа таврăнать, крахмал заводра инженер пулса ĕçлеме тытăнать. Аслă пĕлỹллĕ, пуçаруллă специалиста район ертỹçисем часах асăрхаççĕ, 1980 çулта ăна Елчĕкри сĕт-çу завод директорне çирĕплетеççĕ. Вăл çичĕ çул завода ăнăçлă ертсе пынă. 1986 çулта пилĕк çуллăх плана тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн Елчĕкри сĕт-çу завочĕ РСФСРти профильлĕ заводсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнни паллă пулать. Çавăншăн завода Ĕç Мухтавĕн орденĕпе тата икĕ медальпе наградăланă. Паллах, ку çитĕнỹ хăй тĕллĕн пулман. Завод директорĕ Александр Кудряшов коллектива тивĕçлĕ ертсе пынипе пулнă пысăк çитĕнỹ.

Цехра аппаратчик пулса тăрăшакан Николай Капитонов смена пуçланас умĕн оборудованисене тасатать

Раççейре «Перестройка» тапхăрĕ пуçланса кайсассăн Александр Сергеевич Елчĕкре уйрăм промышленноть предприятине никĕслеме тĕллев лартать. 1986 çулта вăл районта «Металлист» ятпа пĕрремĕш кооператив уçать. Кунта Александр Сергеевичăн пултарулăхĕ, ĕçе лайăх йĕркелесе пыма пултарни тата çĕршыври экономика ыйтăвĕсене тĕпе хурса ĕçлени яр уççăн палăрса тăнă. Рынок экономикине куçнă йывăр тапхăрта «Металлист» кооператив тупăшлă ĕçлесе пыма пултарнă. Патшалăх бюджечĕ çинчи предприятисем хупăннă тата вĕсем ĕçлекенсене ĕç укçи тỹлеймен вăхăтра ертỹçĕ ял халăхне тỹлевлĕ ĕç вырăнĕ туса панă. «Металлист» пĕрремĕш «чĕкеç» пулнă, унсăр пуçне А.Кудряшов тата 7 предприяти уçма пултарнă. Вĕсенчен чи палли — «Чăвашъенкрахмал» ООО. Ăна никĕслени кĕçех 35 çул çитет. Александр Сергеевич каланă тăрăх, малтанхи планпа çак вырăнта кирпĕч заводне тăвас шухăш пулнă. Вăл хăй тĕллĕн завод проектне те хатĕрлеме пуçăннă. Ашшĕне хăйĕн шухăшне уçса парсан асли кĕçĕннине крахмал завочĕ тума сĕннĕ, ку ĕçре ывăлне пулăшма шантарнă. Иккĕшĕ çак ыйтăва тĕрлĕ майлă тĕплĕн сỹтсе явнă хыççăн пĕр сăмахлăн крахмал завочĕ тума пуçăннă: 1992 çулхи çурхи ăшă кун Сергей Александровичпа Александр Сергеевич пушă хирте чăвашсен йăлипе ваттисенчен пулăшу ыйтса пĕрремĕш шалча çапнă. Чи малтанах крахмал туса илекен цех, çĕр улмине йышăнса ăна çуса тасатмалли бассейн, çĕр улмине куçаракан конвеер хута янă. Уйра çĕр улми кăларма пуçлас умĕн çак тытăма хута ярса пĕрремĕш продукци туса кăларасси тĕп тĕллев пулнă. Хастар ĕçлесе палăртнă задачăна пурнăçа кĕртме пултарнă ашшĕпе ывăлĕ: çĕнĕ çĕр улминчен илнĕ крахмала ывăçĕ çине илсен Александр Сергеевичăн икĕ куçĕнчен те пичĕ тăрăх куççуль юхса аннă. Çакă завод уншăн мĕн тери хаклă пулнине çирĕплетнĕ…

«Чăвашъенкрахмал» ОООн офисĕ малтанлăха «вагонкăра» вырнаçнă. Кунта директор кабинечĕ, бухгалтерсен пỹлĕмĕ тата специалистсен уйрăмĕ пулнă. Пỹлĕмсенче тăвăр пулсан та ĕçченсем пĕрлехи вăйпа çĕнĕ предприятие малалла туртнă. 1992 çул вĕçĕнче строительсем офисăн çĕнĕ çуртне туса пĕтерсен коллектив Çĕнĕ çула хăтлă çуртра кĕтсе илнĕ. Заводра мĕн пур ĕçе палăртнă стандартпа пурнăçланăран продукцин пахалăхĕ çỹллĕ шайра пулнă: ăна туянма çĕршыври тĕрлĕ регионтан килме тытăннă Елчĕк çĕрĕ çине. Крахмал кăларас тата ăна сутас ĕçсем йĕркеленсе пынă май Александр Сергеевич тата пысăк тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçа кĕртме пуçăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче нефтьпа газ промышленноçĕнче усă куракан продукци туса илекен завод хута каять. 1995 çулта вара Кудряшовсем Вăрнарта «Вурнарский крахмальный завод» ООО никĕслесе ăна тухăçлă ĕçлеттерме тытăнаççĕ. Çав вăхăтрах Владимир, Брянск хулисенчен тата Тутар Республикинчен килнĕ представительсемпе килĕшỹсем тунă, вĕсене крахмал завочĕсенче оборудованисем вырнаçтарса панă. Оборудованисене йăлтах Елчĕкри крахмал заводра ăсталанă, вĕсене вырнаçтарма та кунти специалистсене илсе кайнă маларах асăннă вырăнсене.

Кудряшов Александр Сергеевич «Чувашъенкрахмал» ОООра 2000 çулхи февраль уйăхĕнчен тĕп директорта тăрăшать. Пĕрремĕш кунранах вăл технологи процесне çĕнетесси, производствăна тухăçлă йĕркелесе пырасси тата наукăпа техника çĕнĕлĕхĕсем çине таянса ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрса пырать. Кунта кĕçех мороженăй, кăлпасси хатĕрленĕ çĕрте усă куракан икĕ тĕрлĕ модифициленĕ крахмал кăларма тытăннă. Вăхăт иртнĕ май заводра крахмалпа патока тата апат-çимĕç промышленноçĕ валли оборудовани кăларакан мастерской хута кайнă. Тĕрĕссипе вăл — завод территорийĕнчи тепĕр завод. Çак оборудовани пĕр сменăра 50 тоннăран пуçласа 500 тонна таран çĕр улмине тирпейлеме пултарать, çĕр улмирен крахмал туса илесси 96 процентпа танлашать. Ку оборудованисем халĕ Раççейпе Белоруссири чылай регионта ăнăçлă ĕçлесе вырăнти предпринимательсене пысăк тупăш илме май параççĕ. Хальхи вăхăтра заводра тĕрлĕ сортлă крахмал туса илесси çирĕп йĕркеленнĕ. Планра — крахмала тырăран туса кăларассине ĕçе кĕртесси. Паллах, ăна валли урăхла оборудовани кирлĕ. Проектсемпе оборудованисен схемисене заводăн тĕп директорĕ хăйĕн ывăлĕпе — заводăн тĕп инженерĕпе Дмитрий Александровичпа — пĕрле хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Халь çак ĕçсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ.

«Чăвашъенкрахмал» ООО хăйĕн патне ĕçлес кăмăллă, хастар, мал ĕмĕтлĕ çынсене туртать. Мĕншĕн тесессĕн специалистсене тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлеççĕ кунта. Производствăра çĕнĕлĕхе мала хуракан специалистсене хаклаççĕ. Завода никĕслесе продукци кăларма пуçланă вăхăтра та, оборудованисене çĕнетнĕ тапхăрта та Юрий Николаевич Московскин, Зинон Павлович Чумарковăн, Валерий Александрович Черновăн тỹписем калама çук пысăк пулнине палăртать ертỹçĕ. Валерий Чернов паян та хĕрỹ ĕçре. Вăл, завод аксакалĕ, заводри кашни гайкăпа болта хăй аллипе тытса курнă тесен те йăнăшмăн. Унăн ывăлĕ Александр Валериевич та заводра виçĕ теçетке çул ĕçлет.

— Питĕ тавçăруллă, темле кăткăс ĕçе те вăхăтра тата пысăк пахалăхпа тума пултарать, — тет ун пирки заводăн тĕп директорĕ.

Заводра опытлă, пысăк пахалăхпа ĕçлекен рабочисем сахал мар. Уйрăмах Сергей Казаков аппаратчика, Алексей Долгов сварщика, Алексей Немцев слесаре ĕçе тĕплĕ тата вăхăтра тунипе ырăпа палăртать ертỹçĕ. Вячеслав Мартынов водитель хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă тытать, тикĕс ĕçлеттерет. Вăл вăрах вăхăт тивĕçлĕ ĕçлесе ĕçтешĕсем умĕнче пысăк сум çĕнсе илнĕ.

Александр Сергеевичăн «сылтăм аллисем» — икĕ ывăлĕ. Асли — Сергей Александрович — коммерци директорĕ. Кĕçĕнни — Дмитрий Александрович — тĕп инженер. Промышленниксен йăхĕнчи виççĕмĕш сыпăкри специалистсем пысăк производствăна ертсе пымалăх «пиçсе» çитнĕ çынсем. Ашшĕ командировкăра е урăх сăлтава пула ĕç вырăнĕнче пулмасан вĕсем заводри ĕçсене хăйсемех шанăçлă йĕркелесе тăраççĕ.

Александр Сергеевичăн пурнăçри интересĕсем заводри ĕçсемпе кăна çырлахса тăмаççĕ. Вăл пурнăç таппипе тан утăмлать. Ăна тĕнчери тата Раççейри политика кăсăклантарать. Уйрăмах Украинăри СВО тăсăлса кайни питĕ пăшăрхантарть. Çавăнпа Раççей ирĕклĕхĕшĕн кĕрешекен салтаксене пулăшу алли тăсса çулталăк хушшинче темиçе хутчен укçа уйăрса тăрать, тимĕр кăмака, строительство материалĕ, газ горелки, тумтир, перчетке тата ытти хатĕр ăсатать. Нумаях пулмасть волонтерсем урлă хĕрỹ вырăна 500 кг кисель парса ячĕ. Çав вăхăтрах вырăнти вĕрентỹ, сиплев, культура учрежденийĕсене те тĕрев парать, округри ГСВГ ветеранĕсен пĕрлешĕвне тĕрлĕрен мероприяти ирттерме спонсор пулса укçа-тенкĕ уйăрать, специалистсемпе рабочисем валли «Хыпар», «Елчĕк ен» тата ытти хаçатсене çырăнса парать.

Пирĕн тĕл пулу тин çеç çĕнĕ офис çуртне куçнă вăхăтра пулса иртнĕ пирки ыйту хăй тĕллĕнех çуралчĕ:

— Мĕнле шухăшсемпе кĕретĕр-ха эсир, Александр Сергеевич, çĕнĕ офиса?

— «Крахмалпром» 5 гектар йышăнакан лаптăк çинче вырнаçнă. 35 çул каялла кунта хыт хура çитĕннĕ. Пирĕн пĕрремĕш офис «вагонка» пулнă. Халĕ, ак, паянхи кунсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çурта ĕçлеме куçрăмăр… Ырă ĕмĕт пурнăçланчĕ. Анчах та ку вĕçĕ мар. Производствăна аталантарас плансем татах та пур, пысăк вĕсем, — палăртрĕ Чăваш Республикин промышленность отраслĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Сергеевич Кудряшов.

…Пирĕн округри промышленноçа аталантаракан ĕçтеше ăнăçу сунатпăр.

Владислав САЗОНОВ (ПИНЕР),
РФ тата ЧР журналистсен пĕрлешĕвĕсен членĕ.

Елена ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code