Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнчи 186-р хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Николай Александрович КРУГЛОВ комбайнер ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл «АГРОС 595 плюс» комбайнпа 20508 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.

