Октябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне улттăмĕш хут Çырупа тухрĕ. Регион ертỹçи хăйĕн сăмахĕсенче Чăваш Ен аталанăвĕн çул-йĕрне палăртрĕ.
Мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан власть органĕсен тата федерацин территори ведомствисен ертỹлĕхĕ, муниципалитет округĕсемпе территори пайĕсен пуçлăхĕсем, конфессисен ертỹçисем, паллă общество деятелĕсем, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен тата тĕрлĕ предприятисен представителĕсем хутшăннă.

Республикăра халăх пурнăçне çулран-çул ырă енне улăштарас, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас тĕллевпе пурнăçланакан ĕç-хĕл курăмлă.
Халăхсен пĕрлĕхĕ кăçал анлă сарăлнă тема пулса тăчĕ. Олег Николаев Çырăва ахальтен мар çак темăран пуçларĕ. Кăçал Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Енре вара Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ иртет. Çавна май туслăха çирĕплетме Чăваш Енре сахал мар мероприяти йĕркелеççĕ. Республика Пуçлăхĕ пĕрлĕхлĕх кирек епле йывăрлăха та çĕнтерсе пыма пулăшнине палăртрĕ.
Демографи — пĕлтерĕшлĕ стратегисенчен пĕри. Ертỹçĕ ку темăпа калаçнă май 3 юхăма палăртрĕ:
— ача çураласлăха ỹстересси тата нумай ачаллă çемьесене çирĕплетесси;
— çамрăксене республикăра юлма майсем туса парасси тата çамрăк специалистсене илĕртесси;
— «Хастар пурнăç» программăна аталантарасси.
Патриотизм темине хускатнă май Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене халалланă асăну комплексне тăвас ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрне пуçласси пирки палăртрĕ.
— Вăл тыл ĕçченĕсене тата ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тỹпе хывнă паттăрсене асăнмалли тĕп вырăн пулĕ, — терĕ Олег Алексеевич.
Спортпа туслă пулни — сывлăх тĕрекĕ. 2025 çулта 705 пин çын спортпа енне туртăнни палăрнă: республика çак енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăн йышăнать.
«Культура хутлăхĕ» наци проекчĕ уйрăм тема пулчĕ. Вăл пулăшнипе республикăра икĕ çулта 46 пин çын 255 пултарулăх проектне хутшăннă, билетсен 90 процентне «Пушкин карттипе» туяннă.
Чăваш Енре наукăпа технологи аталанăвĕн тĕллевлĕ программине çирĕплетнĕ. Планра — стратегине йышăнасси.
— Аслă шкулсем шухăшласа кăларнă çĕнĕлĕхсене пĕр тăхтаса тăмасăр производствăна кĕртмелле. Малта пыракан предприятисен вара Правительствăпа пĕрле тĕпчевсен саккасçисем пулмалла, — терĕ ку темăна хускатнă май Олег Николаев.
Стратеги 4 юхăма пĕрлештерĕ: ăс-хакăл энергетики тата электротехника, ăс-хакăл транспорчĕн тата технологи машиностроенийĕ, хими тата çĕнĕ материалсем, биотехнологисем тата «ăслă» ял хуçалăхĕ.
СВО ветеранĕсене мирлĕ пурнăçра пулăшасси — уйрăм тема. Вĕсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе çине тăрса тимлеççĕ. Паян ветерансен 64 проценчĕ тĕрлĕ çĕрте тăрăшать.
— Ĕнерхи салтаксене мирлĕ пурнăçра тỹрех хăйсен вырăнне тупма çăмăл мар: çĕнĕ технологисене алла илмелле тата ытти те. Предприяти ертỹçисене ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене ĕçе хăнăхмашкăн пĕрлехи наставничество программипе ĕçлеме ыйтатăп, — çапларах пĕтĕмлетрĕ ку темăна ертỹçĕ.
Вĕрентỹ теми те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Ултă çулта Чăваш Енре 12 шкул çĕкленĕ, 134 шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Тата 23 объектра ĕçсем вĕçленмелле. Тĕп юсав программине çак тапхăрта пĕтĕмпе 157 шкул хутшăннă. 2027 çулта тата 14 вĕренỹ учрежденийĕ çак майпа усă курмалла. Олег Николаев шкул территорийĕсене хăтлăх кĕртес ĕçпе республика юлса пынине палăртрĕ, муниципалитетсене кĕске вăхăтрах кирлĕ мероприятисем туса ирттерме каларĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ те тĕп вырăнта. Сентябрь уйăхĕнче «Ашшĕ-амăшĕн киберпатрулĕ» акци старт илнĕ, çавна май 2 пин ытла ашшĕ-амăшĕ ятарлă тест витĕр тухнă. Олег Николаев ашшĕ-амăшĕн комитечĕсене ку ĕçе хастартарах явăçтарма чĕнсе каларĕ.
Олег Николаев çамрăксем рабочи профессийĕсемпе ытларах кăсăкланма пуçланине палăртрĕ. Вĕренỹ базине çĕнетмешкĕн «Профессионалитет» проект пулăшать. Вĕренỹ кластерĕсене çĕнетес тĕллевпе республика малашне те федераци программисене хутшăнĕ.
Агропромышленность комплексĕ Чăваш Еншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Биотехнологие пурнăçа кĕртесси, хăмла туса илесси, харпăр продукципе ĕçлесси, ăратлă выльăх ĕрчетесси… Çаксем пурте аталану стратегине кĕмелле. Кунсăр пуçне çитес виçĕ çулта хăмларан кирлĕ япала илес енĕпе технологие çĕнетме палăртаççĕ.
Тикĕс çул-йĕр — ăнăçлă аталану никĕсĕ. Ертỹçĕ çапла çирĕплетет: 2027 çулта ЧР Транспорт министерствин Сĕнтĕрвăрри çулĕн дублерне тумалли проекта пурнăçлама, çавăн пекех Шупашкарти транспорт çурма ункин строительствин пĕрремĕш тапхăрне тума пуçăнмалла.
Çырура территорисене комплекслă аталантарассипе, хăрушсăрлăхăн чи пысăк шайĕнчи требованийĕсене шута илсе искусствăлла интеллекта пурнăçăн пур сферине те кĕртессипе çыхăннă ытти темăсене те хускатрĕ Олег Алексеевич. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес ĕçре влаçăн, бизнесăн тата обществăн пур тытăмĕпе те килĕшỹре ĕçлемеллине каларĕ.
ХАКЛАВ
Зинаида ЯКОВЛЕВА, Елчĕк округĕнчи Общество палатин председателĕ:
— 2027 çула Чăваш Енре наукăпа технологие халалланине ырăпа палăртатăп. Вăл экономикăна çирĕплетме, вырăнта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май туса парасса шанас килет. Çырура Олег Николаев çывăх вăхăтра наукăпа техника енĕпе паракан патшалăх премийĕсене икĕ хут ỹстермеллине каларĕ — 150 пин вырăнне 300 пин тенкĕ. Хальхи вăхăтра ку премие гуманитари, çут çанталăк тата техника наукисенче çитĕнỹ тунăшăн параççĕ. Çак сĕнĕве тĕрĕс йышăну тесе палăртатăп.
Петр СМИРНОВ, Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ:
— Çырура яланхиллех спорта аталантарас ыйтăва хускатрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Палăртма кăмăллă, республика 2025 çулта ГТО нормативне пурнăçласа федерацин Атăлçи округĕнче — 1-мĕш, çĕршывра 3-мĕш вырăн йышăннă. Ку енĕпе Елчĕксем те хастар: чылай çул малтисен ретĕнче пыратпăр.
Чăваш Енре ултă çулта ГТО нормативне пурнăçлама 34 хальхи йышши лапам хатĕрленĕ. 2030 çул тĕлне вĕсен шучĕ 44-па танлашмалла. Çакă та савăнтарать — 2027 çулта çăмăл атлетика манежĕн проектне пурнăçа кĕртме тытăнĕç. Ăна республика Правительствипе, «ПСБ» банкпа тата Пĕтем Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕпе пĕрле хатĕрлеççĕ. Манеж нумай функциллĕ пулĕ. Унта çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене йĕркеленипе пĕрлех дзюдо, самбо, шахмат, гимнастика енĕпе те турнирсем ирттерĕç.
Е.ПЕТРОВА.

