Воскресенье, 22 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшли нумай

Пĕлтерĕшли нумай

Ноябрĕн 18-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Тĕп тема — «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çыру».

Асăннă ыйтăва округ администрацийĕн ларусен залĕнче активпа, ун хыççăн Тăрăм территори пайĕнче пурăнакансемпе тишкерме Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов тата округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ирина Теллина хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура ку таранччен пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çавăн пекех çитес çулсенчи тĕллевсене уçăмлатнă. Калаçу экономикăна аталантарасси, çул-йĕр тăвасси, социаллă пулăшу ыйтăвĕсемпе тивĕçтересси, çемьесене пулăшасси, хуласемпе ялсене хăтлăлатасси пирки тата ытти ыйту тавра пынă.

Юлашки 6 çулта регионта социаллă сферăн 1120 ытла объектне тунă, юсанă тата юсаса çĕнетнĕ. Вĕсен шутĕнче сывлăх сыхлавĕн, культура объекчĕсем, кадр центрĕсем, нумай функциллĕ çемье центрĕсемпе социаллă центрсем, пăр керменĕсемпе бассейнсем, спорт сооруженийĕсемпе ГТО нормисене пурнăçламалли вырăнсем… Çаксем пурте Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç пахалăхне ỹстерме май панине палăртнă вăл. Чи кирли — хулапа ял хушшинчи социаллă инфратытăмпа тивĕçтернин шайĕнчи уйрăмлăха чакарни.

Олег Николаев, физкультурăпа спорт темине хускатнă май, пусăм ытларах Чăваш Енре икĕ хутчен иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен вăййисем çинче чарăнса тăнă. «Стратеги шайĕнче çак тĕп çул-йĕре пурнăçа кĕртмелле: чăваш наци «кĕрешĕвĕн» правилисене ăмăртусенче усă курмалли чăвашла ятарлă терминсемпе командăсене кĕртсе хăвармалла; наци спорчĕн тĕсĕсемпе регионта кашни çулах ăмăртусем ирттермелле, çав хушăрах округсенче унччен пулнă пек «Акатуй» уявĕ шайĕнче йĕркелемелле; 2027 çулта кĕрешỹ енĕпе Пĕтĕм Раççейри «Кĕрешỹ» спорт федерацине туса хумалла; спорт шкулĕсенче «Кĕрешỹ» уйрăмĕсем ĕçлесе каяссине тивĕçтермелле, çавăн пекех мĕн пур округра «Кĕрешĕве — шкула» проекта пурнăçа кĕртмелле», — тенĕ вăл.

Республика Правительстви ачаллă çемьесене пулăшу памалли регионти мерăсен комплексне анлăлатсах пырать. 2025 çултан пуçласа тĕллевлĕ тỹлевсен çĕнĕ тытăмĕ ĕçе кĕнĕ: нумай ачаллă тата çамрăк çемьесем (вĕсенче мăшăрсем 35 çултан аслă мар) виççĕмĕш ача çуралсан 300 пин тенкĕ илеççĕ, йывăр çын пулнă студенткăсене пĕр хутчен паракан тỹлеве 100 пин тенкĕ виçепе памалла тунă, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕн вара ачисем аслă вĕренỹ заведенийĕсемпе техникумсенче вĕреннĕшĕн тỹлекен хакăн çур пайне çеç тỹлеме право пур.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тата вĕсен çемйисен членĕсемпе ĕçлесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ шутланать. Республикăра паян вăйра тăракан 46 пулăшу майĕ СВОна хутшăннисен, вĕсен çемйисен пурнăçĕнчи мĕн пур лару-тăрăва шута илме май парать. Çав тĕллевсем валли ку çулсенче 24 миллиард тенкĕ яхăн уйăрнă. Регион ертỹçи палăртнă май, пулăшу ячĕшĕн кăна пулмалла мар, ăна вăхăтра тата кирлĕ çĕре çителĕклĕ таран çитермелле тата пулăшу мелĕсене лайăхлатсах пымалла, çемьесем ыйтнине çийĕнчех татса пама тăрăшмалла.

Паллах, СВО ветеранĕсене ĕçпе тивĕçтересси, вĕсене хăйсен ĕçне уçма пулăшасси те тĕп ыйтусенчен пĕри.

2027 çул Чăваш Енре Ăслăлăхпа технологи çулталăкĕ пулĕ. Регионăн ку тĕлĕшпе тĕп тĕллевĕсем — наукăпа бизнеса пĕрлештересси, наукăпа производство сыпăкĕсен тулли циклне йĕркелесси, региона çамрăк ăсчахсемпе специалистсене явăçтарса вĕсене кунта тĕпленме пуçăнтарасси; ăслăлăха цифра тĕлĕшĕнчен улăштарасси.
Çывăх вăхăтрах Правительствăн çак çул-йĕре пурнăçа кĕртмелли проект офисĕ туса хатĕрлемелле, çав шутра ăслăлăхпа технологи аталанăвĕн инфратытăмĕн пĕр пайĕн — аслă шкулсем хушшинчи кампусăн — строительстви валли те.

Елчĕк округĕ аграри çинче тытăнса тăрать тесен те йăнăш мар, çавна май ял хуçалăхĕпе çыхăннă шухăшсене çутатмаллах. «Агропромышленность комплексĕнче пирĕншĕн тĕп вырăнта — биотехнологисем, хăмла ỹстересси тата хамăр туса илекен ял хуçалăх продукцине тирпейлессине аталантарасси. Эпир наукăпа технологи енĕпе мала иртме тĕп пĕтĕм çул-йĕрпе те çирĕп никĕс туса хутăмăр: вăл пирĕн аграрисем малта пыракан наука институчĕсемпе пĕрле тунă йышăнусем çине тĕревленет». Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес çул-йĕре вăйлатни те вырăнлă.

Граждансен пурнăç пахалăхĕн чи пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсем — ку чухнехи вăхăтпа тỹр килекен çурт-йĕр, хăтлă картишсемпе общество лаптăкĕсем, шанчăклă ĕçлекен коммуналлă инфратытăм, общество транспорчĕ тата пахалăхлă çулсем, çавăн пекех лайăх шайри экологи. Юлашки çулсенче асăннă сферăсенче тĕп кăтартусене пурнăçлама май килнĕ. Анчах пĕлтерĕшли çакă мар, çав кăтартусем çынсене мĕнле витĕм кỹни пĕлтерĕшлĕ. Çав йышра тăлăх ачасем, нумай ачаллă çемьесем, ишĕлекен çуртсенче пурăнакансем, шар курнă пайçăсем.

Олег Николаев Çырура пурнăçри пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва та çĕкленĕ…

Михаил Степанов çак кун «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕпе Елена Петровăпа курнăçнă май хаçатпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕ (сăн ỹкерчĕкре), çавăн пекех Ирина Теллинăпа пĕрле округ администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code