Руль умне ларнă ÿсĕр çын преступникпе тан тесе ахальтен каламаççĕ.
ГИБДД ĕçченĕсем кăçалхи апрелĕн 14-мĕшĕнче руль умне эрех ĕçнĕ хыççăн ларнă Р.-на тытса чарнă. Р. йĕркене пăснă çак тĕслĕхшĕн маларах та айăпланнине, «обязательнăй ĕçсем пурнăçлама» айăплав илнине палăртмалла.
Алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ хыççăн 2-мĕш хут руль умне ларнă гражданина хальхинче çирĕпрех айăплав кĕтет.
А.ЕФИМОВ,
дознаватель.