Ялпа ун çывăхĕнчи территорие, хамăр пурăнакан хуçалăха, урамсене тирпейлĕхре тытасси пирĕн тĕп тивĕç.
Тасалăхра пурăнни кăмăл-туйăма çĕклет, сывлăхшăн та усăллă. Елчĕкри свалкăна вăхăтлăха хупнăран /хальхи вăхăтра ăна рекультивацилес тапхăр пырать, ку енĕпе проект хатĕрленĕ/ районта пухăнакан çÿп-çапа «Стройэнергосервис» ОООн автомашинипе Патăрьелĕнчи свалкăна турттараççĕ, вăл кунне икĕ рейс тăвать. Унта ятарлă автомашинăсемсĕр пуçне ытти техникăна кĕртмеççĕ /çакăн евĕр автомашина пирĕн районта пĕрре анчах/. Çавăнпа та хальлĕхе Елчĕк ялĕнчи хуçалăхсенче тата хваттерсенче пуçтарăнакан çÿп-çапа анчах леçме май килет. Ытти ялсенчи халăха вăхăтлăх йывăр лару-тăрăва ăнланма, хуçалăхра пуçтарăнакан ăпăр-тапăра сортласа туратсемпе хутсене е çунтарма юракан ытти хатĕре çунтарма, тимĕр-тăмăра, пластик савăтсемпе кĕленчесене уйрăммăн пуçтарса пыма ыйтатпăр. Кÿлĕсемпе юхан шывсен, çырмасен таврашĕсене е ытти территорие çÿп-çаппа тултарас марччĕ.
Ольга ЛЕВАЯ,
Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.