Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван ялта хунав янă

Тăван ялта хунав янă

Яманчÿрел ялĕнчи Юрий Сергеевичпа Алевтина Николаевна Комиссаровсем «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн харпăр хăй хуçалăхне йĕркелеме çĕр лаптăкĕ уйăрнине ĕнентерекен сертификата илме тивĕç пулчĕç.

Юрий «Яманчурино» ОООра чылай çул хушши тракторист-машинистра тăрăшать. Алевтина кил хуçи хĕрарăмĕ. Вĕсем виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Ангелинăпа Кристина шкулта вĕренеççĕ, Кĕçĕнни, Дарина, «Ромашка» ача садне çÿрет. Телейлĕ мăшăр хăйсем ялта тымар янăшăн, патшалăх нумай ачаллă çемьесем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн питĕ кăмăллă.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Комиссаровсен çемйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code