Ылтăн кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче Вăрăмхăвасем ялшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ уява анлăн паллă тунă.
Республикăра ял халăхĕн сывлăхне çирĕплетесси, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн указĕпе килĕшÿллĕн юлашки ултă çул хушшинче республикăри пĕчĕк ялсенче хальхи йышши çĕнĕ оборудованиллĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем умлă-хыçлă çĕкленсе лараççĕ. Вăл шутра пирĕн районта та çулсеренех çĕнĕ ФАПсем уçăлаççĕ. Шăпах Пĕлÿ кунĕнче Вăрăмхăвара районти вуннăмĕш фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пай пуçлăхĕ Андрей Иванов тата ытти хăнасем хутшăннă.
Кĕске вăхăтра çĕкленсе ларнă сывлăх çуртне çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ, телефонпа, Интернетпа çыхăнтарнă, сусăрсем валли пандус вырнаçтарнă, территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Ял çыннисене çĕнĕ ФАПа пырса çÿреме меллĕ пултăр тесе тротуар, асфальтлă çул сарнă.
Асăннă ФАП ялти 350 çынна сипленме май парĕ, çĕнĕ йышши оборудованисем вырнаçтарнă çурт халăхăн ыйтăвне туллин тивĕçтерĕ. Ял район центрĕнчен 20 çухрăм аякра вырнаçнăран пирвайхи пулăшу илес тесен тÿрех ялти фельдшерпа акушер пунктне чупатăн. Кунта Алина Никитина фельдшер чунне парса ĕçлет. Пĕрремĕш пулăшу пама яланах хатĕр вăл.
Вăрăмхăвасене савăнăçлă кун ячĕпе саламланă май Николай Петрович ФАПа чирлесен кăна мар, ытларах ырă сĕнÿ-канаш ыйтма пымалла пултăр тенĕ, çурт тунă çĕрте пысăк хастарлăх, пуçарулăх кăтартнă хресчен /фермер/ хуçалăх ертÿçине Валерий Московские район администрацийĕн Тав хучĕпе чысланă. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова ФАП тунă çĕре хутшăннă çынсене пысăк ĕçшĕн тав тунă, пациентсен сывлăхне тĕрĕслеме, фельдшера ĕçлеме мĕнпур условисем пуррине палăртнă. Апла пулсан ял çыннисен сывлăхне профилактика тĕлĕшĕнчен пăхсах тăмалла, вăхăтра диспансеризаци витĕр тухмалла, прививкăсем тутармалла…
Пухăннисем умĕнче «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕ Вячеслав Сядуков сăмах илнĕ. Вăл ертсе пыракан организаци Вăрăмхăвасене çак кун тĕлне тепĕр парне хатĕрленĕ – республикăри адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн Центральная тата Лесная урамсене автомобильсем çÿрекен 1,5 çухрăм асфальтлă çул сарнă.
Николай Казначеев староста республика, район пуçлăхĕсене яла пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Ял старости хăй те Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнчен ăшă сăмахсене тивĕçнĕ. Вăл строительство ĕçĕсенче хăйĕн тÿпине хывнă. ФАПа «Стройэнергосервис» ООО ĕçченĕсем туса лартнă. Сахал яваплă юлташлăх ертÿçи Александр Нягин çĕнĕ çуртăн уççине Алина Никитина фельдшерицăна панă хыççăн сумлă хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă. Унтан ертÿçĕсемпе ял çыннисем çĕнĕ объекта кĕрсе унти хăтлăха хакланă. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем уява савăк юрă-кĕвĕпе илем кÿнĕ.
Сăн ÿкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.