Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Соцпакет е укçа – суйласа илĕр

Соцпакет е укçа – суйласа илĕр

Инвалидсемпе федераци çăмăллăхне тивĕçекенсен 2019 çулта соцпакета мĕнле майпа илессине палăртма вăхăт çитнĕ.

Нумай функциллĕ центрта заявленисене сентябрĕн 29-мĕшĕччен, РФ Пенси фончĕн сайтĕнче е Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче сентябрĕн 30-мĕшĕччен, Пенси фондĕнче октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çак вăхăтран кая юлнисен ыйтăвĕсене 2020 çулта çеç пăхса тухса çирĕплетĕç. Пенси фончĕ асăрхаттарнă тăрăх – гражданинăн хальхи вăхăтра илсе тăракан соцпакета улăштарас тесен кăна заявлени çырмалла. Сăмахран, 2018 çулта ăна укçа панă, çитес çул вара вăл тÿлевсĕр эмел илесшĕн. Çакăн евĕрлĕ тĕслĕхсенче ыйтупа тухмалла.

Соцпакет хакне çулсерен индексацилеççĕ. Хальхи вăхăтри хакĕ – 1075,19 тенкĕ /çак шутра эмел пайĕ – 828,14 тенкĕ, санаторипе курорт сиплевĕ – 128,11 тенкĕ, транспортпа çÿренĕшĕн – 118,94 тенкĕ/. Чăваш Республикинче 102 пин федераци çăмăллăхçи пурăнать, вĕсенчен 80 ытла проценчĕ – сусăрсем.

Пирĕн районта 2200 федераци çăмăллăхçи: вĕсенчен ытларахăшĕ – инвалидсем. Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен йышне çавăн пекех Аттелĕхĕн Аслă вăрçине, çапăçу ĕçĕсене хутшăннă ветерансем, вĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци катастрофине сирме хутшăннисем тата ытти категориллĕ граждансем кĕреççĕ.

З.ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code