Ун çути вĕренекенсен малаллахи пурнăçне çутатса тăтăр тесен учителĕн вĕресе тăмалла, çĕннине шырамалла.
Паян шкул, учитель ĕçне вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем тăрăх хакласси йăлана кĕчĕ. Тăрăшуллă вĕрентекенĕн ачисем тĕрлĕ шайри конкурссенче, предмет олимпиадисенче çĕнтернинчен тĕлĕнмелли çук. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта чăн-чăн оптимистсем, ачасене чунтан юратакан, вĕсемсĕр пурăнма пултарайман çынсем ĕçлеççĕ. Çапла калама сăлтавĕ те çителĕклĕ: пĕлÿ çурчĕ нихăçан та пушă тăмасть. Е пĕр-пĕр мероприяти иртет, е тĕрлĕ конкурс-ăмăртусене хутшăнас енĕпе ĕç вĕрет.
17 çул ытла директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнăран кашни учитель ĕçне-хĕлне яланах сăнаса пыни, кирлĕ чухне хавхалантарни, вĕсенчен çирĕп ыйтни, педагогика канашĕсенче хамăр ĕçе тĕплĕн тишкерсе пĕтĕмлетÿсем туни паянхи ÿсĕмсен çăлкуçĕ пулса тăчĕ.
Чи пысăк çитĕнÿ – шкул выпускниксене питĕ лайăх шайра хатĕрлекен Раççейри 300 ял шкулĕн шутне кĕни. Вĕренекенсен хатĕрленÿ шайĕ питĕ лайăххине вара вĕсем аттестат илсен çĕршыври чи сумлă аслă шкулсенче пĕлĕвне тарăнлатни, институт-университетсенче те лидерсен шутĕнче пулни, чылайăшĕ хĕрлĕ диплом илсе хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçни те çирĕплетет.
Тĕрлĕ çулсенче шкула питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ Светлана Васильева Голландире ĕçлесе пурăнать, çав халăх чĕлхипе ирĕклĕн калаçать, итальян чĕлхине вĕренет. Анна Митрофанова, Ирина Иванова Мускаври университетсенче, Андрей Сидоров Хусанти авиаци институтĕнче, Дмитрий Волков Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕнче ăс пухаççĕ. Александр Краснов, Михаил Петров Смоленскри тата Воронежри çар академийĕсенче вĕренеççĕ.
Эпир хамăр шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсен ячĕсемпе те тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Вĕсем: ЧР физкультурăпа спорт министрĕнче ĕçленĕ С.Шелтуков, ял хуçалăх академийĕн доценчĕ Д.Петрова, В.Петров ?Питрав/ çыравçă, В.Краснов художник, О.Артемьева ?Баринова/ – Чăваш наци телерадиокомпани ĕçченĕ, пĕр тăван Лапшинсем … тата ыттисем те. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарсах тăни ачасене хавхалантарать, вĕсенчен тĕслĕх илсе вĕренÿре çитĕнÿсем тума пулăшать.
Вĕрентĕве кăсăклăрах, илĕртÿллĕрех йĕркелес тесе ырми-канми шыравра кун кунласа çĕр çĕрлекен педагогсем ĕçлеççĕ пирĕн шкулта. Хальхи тапхăрта вăй хуракан 15 педагогран иккĕшĕ Раççей шайĕнчи грантсене, Н.Васильева ЧР Президенчĕн 50 пин тенкĕлĕх грантне, Г.Чернова ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнĕ. Физика вĕрентекен Н.Чернов – ЧР Пуçлăхĕн грантне илнисен йышĕнче. Н.Карчикова, Г.Чернова вĕрентекенсем ертсе пынипе Лидия Юркова, Анна Митрофанова Раççей шайĕпе çамрăксен Мускавра иртнĕ проект конкурсĕсене хутшăнса палăрнăччĕ. О.Мясникова хăй вĕрентекен ачасемпе республика шайĕпе иртнĕ «Творчество шкулĕ» проекта хутшăнса виççĕмĕш вырăна тухрĕ, ятарлă парне çĕнсе илчĕ. В.Митрофанова, В.Никифорова вĕрентекен ачасем час-часах тĕрлĕ шайри ăмăрту-конкурссенчен çĕнтерÿпе таврăнаççĕ, дипломсемпе грамотăсене тивĕçеççĕ. А.Краснова, А.Сазонова, Г.Николаева ачасене математикăпа, вырăс чĕлхипе экзаменсене хатĕрлес енĕпе паха опыт пухнă. Юлашки çулсенче пирĕн вĕренекенсем республика шайĕпе иртекен олимпиадăсенче физика, физкультура предмечĕсемпе пысăк çитĕнÿсемпе палăраççĕ. Ку – О.Осипов, Н.Чернов ачасемпе уйрăммăн ырми-канми ĕçленин кăтартăвĕ. Асăннă вĕрентекенсем хăйсем те тĕрлĕ ăмăрту-фестивальсен çĕнтерÿçисем.
Вĕрентекене кура вĕренекенĕ теççĕ. Пурнăçпа тан пыма тăрăшни ача-пăчана та тĕлĕрме памасть. Юлашки çулсенче вĕренекенсем район, республика шайĕпе иртекен предметсен олимпиадисенче питĕ хастар. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче район шайĕнчи предмет олимпиадисене 26 ача хутшăнчĕ. Астрономи, физика, физкультура, ОБЖ, литература, вырăс чĕлхи предмечĕсемпе К.Чернов, И.Карчиков, Д.Трофимов, А.Кузьмина, Т.Воронова, Е.Михайлова, О.Анисимова малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Республика шайĕпе – 5 призерпа 1 çĕнтерÿçĕ.
2016-2017 вĕренÿ çулĕнче О.Осипов вĕренекенĕ Дмитрий Волков Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен физкультура предмечĕпе иртнĕ олимпиадинче абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса шкул, район, республика чысне чылай çÿле çĕклерĕ. Кăçал физкультура предмечĕпе Раççей шайĕпе тепĕр вĕренекен – Данил Козлов призерсен йышне кĕме пултарчĕ.
2017 çулта шкул пĕтернĕ 10 ачаран иккĕшĕ «Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн» медаль илме тивĕçнĕччĕ, Д.Волков, И.Иванова, Н.Федорова ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулса савăнтарнăччĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çак чыса К.Чернов тивĕçлĕ пулчĕ. Ун умĕн А.Митрофанова виçĕ çул ятарлă стипендипе вĕренчĕ. Хальхи вăхăтра А.Лапшина, Н.Алексеев, Д.Герасимов, И.Дмитриев, А.Мясникова, О.Анисимова, Е.Михайлова çамрăк спортсменсем республика шайĕнчи ăмăртусенче çитĕнÿсем тăваççĕ, Олимп резервĕсен училищинче вĕренеççĕ, хăйсен ÿсĕмĕсемпе савăнтарса пире малашне тата та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хăват параççĕ. Сăмах май каласа хăварсан, А.Лапшина Европа шайĕнчи ăмăртусенче те палăрма пултарни те пире пысăк чыс кÿрет.
Шкул вĕрентекенсемшĕн иккĕмĕш кил. Хăйне евĕр тĕлĕнмелле тĕнче вăл. Ку тĕнчере кашни кун пирĕн пурнăçа мĕн те пулин çĕннипе, кăсăклипе килсе кĕрет. Кунта тунсăхлама та, вăхăта ахаль ирттерме те май çук. Яланах васкамалла, ĕлкĕрмелле, ачасемшĕн интереслĕ çын пулмалла, вĕсене хăвăн хастарлăхна, пултарулăхна, ăс-тăнна пама тăрăшмалла.
30 çула яхăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп. Чун туртăмĕ мана темле асамлă хăватпа çак çул-йĕрпе ертсе кайнă. Хăшĕ-пĕрин шучĕпе, тен, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн малашлăхĕ чаплах та мар пулĕ. Эпир, тен, ют чĕлхе вĕрентекен пек интереслех те туйăнмастпăр; Анчах маншăн тăван чĕлхене вĕрентессинчен пархатарлăрах ĕç çук та пек туйăнать. «Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕршыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ», – тенĕ пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Г.Волков.
Тăван чĕлхене иксĕлми юратни хамăн ĕçе те юратма хистет. «Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр… Юратса тусан чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать. Лăпкă чунпа килĕшсе вăй хунă пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать…», – тенĕ чăваш халăхне çутта кăларакан И.Яковлев. Çак сăмахсем маншăн пурнăç девизĕ пулса тăнă.
Вĕрентекен сăнарĕ хама вĕрентнĕ учительсенченех калăпланнă пулмалла. С.Сазонова, Г.Карсакова, О.Сазонов, Ю.Никифорова, Е.Захарова ячĕсене яланах ăшă кăмăлпа аса илетĕп.
Чăнах та, ача юратăвне, хисепне çĕнсе илес тесен вĕрентекенĕн вĕçĕмсĕр, пурнăç уттинчен, кун-çул таппинчен юлмасăр вĕренмелле. Унсăр пуçне ача чунне ăнланмалла, хăвна ун вырăнне лартса пăхмалла, ăна хăв юратнă ĕçпе интереслентерсе яма пĕлмелле. Пĕр ачине кăткăсрах ĕç кирлĕ, теприне – шăл çемми. Виççĕмĕшĕ вулама юратмасть, анчах, калăпăр, ÿкерме килĕштерет. Кашни ача уйрăмлăхĕсене, хăй евĕрлĕхне шута илсе ĕçлесен ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пулатех.
Хамăн тивĕçе эпĕ çамрăк ăрура наци мăнаçлăхне вăратса вĕсенчен Чăваш çĕр-шывне чапа кăларма пултаракан, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшакан чăн-чăн патриотсем пулма хавхалантарассинче куратăп. Хавхалану пулсан ÿсĕм те пулать. Ÿсĕм пулсан çын савăнать. Чун савăнсан пурăнас килет, этем чĕри тата ытларах çитĕнÿсем тума çунатланать. Çак пархатарлă ĕç мĕнле пулса пырасси пиртен, вĕрентекенсенчен, нумай килет: эпир мĕнле ĕçленинчен, тăрăшнинчен, хамăра шанса панă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçланинчен, хамăрăн гражданла позицие тĕрĕс ăнланнинчен.
Кашни кун пирĕн çине темиçе мăшăр куç тинкерсе пăхать. Çав куçсенче – Раççейĕн, Чăваш çĕршывĕн, чăваш ялĕсен пуласлăхĕ…
Пирĕн чун-чĕрере мĕн пурри – йăлтах ачасем валли, вĕсен чун-чĕре тасалăхĕ – пирĕн валли.
Н.ЛЕВАЯ,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕ.