Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шикленсе ÿкер мар…

Шикленсе ÿкер мар…

Чÿк уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче район территорийĕнче командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет.

Районти пĕтĕм служба – медицинăпа ветеринари, пушар хуралĕпе çыхăну, газ тата коммуналлă хуçалăхăн, полици, çул-йĕрпе электричество сечĕн, ăшăпа тивĕçтерекен, санитарипе эвакуаци, куçса çÿрекен апат пункчĕсен, техногенлă лару-тăрăва лекнисен тумтирĕпе транспортне сиенсĕрлетессипе тимлекенсем, административлă органсем хутшăннипе иртекен çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти районта пурăнакансемшĕн кĕтменлĕх ан пултăрах.

Командăпа штаб вĕренĕвĕ район территорийĕнчи виçĕ объектра – Елчĕк ялĕпе кирпĕч заводне çитекен çул хушшинче /«çул-йĕр çинчи инкек»/, Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕнче /«йытăсем уртаракан чирпе чирлени»/, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта /«ачасем ушкăнпа вар-хырăм чирĕпе сиенленни»/ иртет. «Сиксе тухнă» лару-тăрура çухалса каймалла марри çинчен юлташсене, пĕлĕшсене ăнлантарса парар. Телее, ку вĕренÿ анчах.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code