Воскресенье, 29 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1063)

Фестиваль çĕнтерỹçисем

Декабрĕн 3-мĕшĕнче çулсеренех пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ - сусăрсене обществăра тимлĕх уйăрасси, вĕсене май килнĕ таран пулăшасси. Сывлăх енчен хавшакрах пулсан та вĕсем мал ĕмĕтлĕ. Чылайăшĕ хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне республикăра çулсерен иртекен спорт ăмăртăвĕсенче кăтартаççĕ. Кăçал та Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасем тĕрлĕ ăмăртура

Подробнее

Уява йыхравларĕ

Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне туса хунăранпа _ 35 çул, "Улăп" физкультурăпа спорт комплексне хута янăранпа 10 çул çитнине халалласа Елчĕкре спорт фестивалĕ иртрĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв кунĕ районта çĕршыври тĕрлĕ кĕтесри ентешсем, спортсменсем пулчĕç. Уява пуçтарăннисене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Галина

Подробнее

Ачасем — пирĕн пуласлăх

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çултан пуçласа çемьере пĕрремĕш ача çуралнăшăн уйăхсерен укçан пулăшу памалла тăвасшăн. Çак пулăшупа ача çулталăк çурă тултариччен тивĕçтерĕç. Кун пирки Владимир Путин 2012-2017 çулсенче ача-пăча интересĕшĕн националлă стратегие аталантарассипе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Пĕрремĕш ачашăн уйăхсерен мĕн чухлĕ тỹлесси регионсенчи ачасен пурăнмалли чи пĕчĕк укçа виçинчен

Подробнее

Йỹнĕ хакпа çырăнма ĕлкĕр, вулаканăм!

2018 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнала йỹнĕ хакпа çырăнмалли Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ кăçал юлашки хут иртет. Декабрĕн 1-10-мĕшĕсенче почта çыхăнăвĕн мĕн пур уйрăмĕсенче тĕрлĕрен изданисене йỹнетнĕ хакпа çырăнтараççĕ. Район хаçатне - "Елчĕк ене" çак тапхăрăн юлашки кунĕсенче 371 тенкĕ те 04 пуспа çырăнса юлма пулнине пĕлтеретпĕр. Çапла майпа

Подробнее

Амăшĕсене — пысăк хисеп

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Амăшĕн мухтавĕ" хисеп палли çинчен" Указа алă пуснă. Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра нумай ачаллă 11 пин ытла çемье пурăнать. Республика Пуçлăхĕ асăннă патшалăх наградине çирĕплетни амăшĕсен ачисене воспитани парас, çемьене çирĕплетес ĕçри пĕлтерĕшне патшалăх шайĕнче ỹстерессине палăртнă. - Çемьесене, амăшĕсемпе ачасене патшалăх енчен пулăшасси - тĕп вырăнта.

Подробнее

Пысăк тимлĕх уйăратпăр

Районти халăха пулăшу паракан центр специалисчĕсем ватăсемпе инвалидсен пурнăçĕпе кăсăкланса уйăхсерен вĕсен килĕсенче пулаççĕ. Кăçал 546 инвалид патĕнче пулса 973 тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă. Сусăрсем валли хатĕрленĕ ятарлă программăсемпе килĕшỹллĕн 42 инвалид килте социаллă пулăшу илет. Сывлăх енчен хавшак çынсем тăванĕсемпе кăна мар, хăйсем пек шăпаллă çынсемпе тĕл пулса калаçчăр тесе

Подробнее

Мастер-класс иртнĕ

Йăлана кĕнĕ май кăçал та музей ĕçченĕсем çак пулăма активлă хутшăнчĕç. Вĕсем клуб тытăмĕнче ĕçлекенсемпе пĕрле Елчĕк шкулĕнчи сусăр ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Музейçĕсем "Чăматанри музей" акци йĕркелерĕç. Ку хутĕнче ачасене чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç, кашни тĕсĕн, эрешĕн пĕлтерĕшне ăнлантарса пачĕç. Наци çи-пуçĕ çинчен презентаци кăтартрĕç, чăваш тĕрри çинчен çырнă

Подробнее

Хăрушă чиртен сыхланса

Пĕтĕм Раççейри "ВИЧ/СПИД, чарăн" акцие хутшăнса Кавалти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Ольга Изратова ял халăхĕпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ. Чи малтанах ялти фельдшер культура çуртне пухăннисене ВИЧ инфекцирен епле хỹтĕленмеллине ăнлантарса буклетсем валеçнĕ. Унтан хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес кăмăллисене районти тĕп больницăра юн анализĕ пама направлени çырса панă. Хăйĕн ВИЧ-статусне кашнийĕн пĕлмелле,

Подробнее

«Хĕрỹ лини» ĕçлет

СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче декабрĕн 8-мĕшĕччен "хĕрỹ лини" йĕркелеççĕ. ВИЧ инфекцирен асăрханас енĕпе телефонпа тĕрлĕ сĕнỹ-канаш илме майсем пур. Ыйтусене Шупашкарти центра 8(8352) 56-29-58, 66-22-09 номерсемпе ирхине 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен, шăматкун 55-41-15, 55-20-52 номерсемпе 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен, Патăрьелĕнчи

Подробнее

Çĕнĕ çула — çĕнĕ бюджетпа

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 15-мĕш сессийĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне иккĕмĕш вулавпа йышăннă. Валерий Филимонов спикер чи малтанах пухăннисене республика Конституцине йышăннăранпа 17 çул çитнĕ ятпа саламланă. Унтан ЧР Пуçлăхĕ ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе алă пуснă указ, РФ

Подробнее