Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1080)

Лайăх хатĕрленнĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Районта шăматкун пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ пирки ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ те ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелеме пултарнипе кăмăллă. Вăл ял хуçалăх

Подробнее

Халăха йышăнаççĕ

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи ыйтусем çивĕччисен шутĕнче. Çак тытăмри саккунсене мĕнле пурнăçланине тишкерес тĕллевпе Елчĕк район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче 2017 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче 14 сехетрен пуçласа 17 сехетчен халăха Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Елчĕк район прокурорĕ Василий Николаев, "Стройэнергосервис" ООО директорĕ Александр Нягин йышăнаççĕ. Ыйтусем пулсан

Подробнее

Пирĕн çĕнтерỹçĕсем

Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2017 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă: 1. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессишĕн сарăлнă ăмăртура "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çỹрекен ялав, диплом панă. Ял хуçалăх предприятийĕнче 1 гектартан 46,2 центнер тĕш

Подробнее

Ят-сума тивĕçнĕ

Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем 2017 çулхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă: 1.Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура "Эмметево" сахал яваплă юлташлăх çĕнтернĕ, куçса çỹрекен ялавпа диплома тивĕçнĕ. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илессине 17 процент

Подробнее

Кĕтнĕ ярмăрккă

Район çыннисем хăйсем те килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ пулсан та ял хуçалăх ĕçченĕсен районти уявне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче туса илекен кирек мĕнле продукцие те ярмăрккăра йỹнĕ хакпах сĕнеççĕ. - Кун пекки пирĕн районта çук. Аван-çке хăйсен çĕр лаптăкĕсем çук

Подробнее

Хисепе тивĕçнĕ

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх производствинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн уйрăм çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă: Валентина Владимировна ПАВЛОВĂНА - "Канашский" ăратлă чăх-чĕп завочĕ" акционерсен обществин Елчĕкри уйрăмĕнчи чăх-чĕп пăхакана. Ольга Владимировна ПОЛКАНОВĂНА - Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи дояркăна. Юрий Сергеевич РАХМУЛЛИНА -

Подробнее

2018 çул — Иван Яковлев çулталăкĕ

Çитес çул чăваш халăх патриархĕ çуралнăранпа 170 çул çитет. Çавна май Чăваш Республики 2018 çула Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ тесе йышăнасшăн. Республика Пуçлăхĕн Указĕн проектне ЧР культура министерстви хатĕрленĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ - Атăлçи тата Урал тăрăхĕнчи халăхсен вĕренỹ тытăмне йĕркелеме пысăк вăй кĕртнĕ, чăваш алфавитне тунă пархатарлă çыннăн ятне ĕмĕрлĕхе

Подробнее

Предпринимательсен ыйту нумай

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова саламланă. Предпринимательсене патшалăх енчен пулăшу парассипе çыхăннă ыйтусемпе республикăри бизнес-инкубаторăн пай начальникĕ Мария Костина паллаштарнă. "Çавра сĕтел" хушшинчи калаçура ял хуçалăхĕнчи патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсем, промышленность аталанăвĕпе инвестици ĕç-хĕлне хывакан фондсем пирки

Подробнее

Экскурсире пулчĕç

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче пулса курчĕ. Ачасем музейри экспонатсемпе, район 90 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ "Елчĕк енĕн сăнĕсем" сăн ỹкерчĕксен куравĕпе кăсăкланса паллашрĕç. С.СТЕПАНОВА.

Подробнее

Гашиш сутма хатĕрленнĕ

Вун сакăр тата вун тăхăр çулсенчи икĕ каччă Шупашкарти пĕр вăрттăн вырăнта тепĕр арçын хурса хăварнă 55 грамм гашиша илнĕ те тепĕр кунне йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллине çакланнă. Çамрăксем "вăрттăн вырăна" наркотик хурса хăварнă çынпа Интернет урлă паллашнă тата çыхăннă. Каччăсем хăйсем те Çĕнĕ Шупашкарти пĕр çурт умĕнче наркотик пытарса

Подробнее