Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 583)

Ÿркенмен ăста пулнă

Тăрăшуллă, теветкеллĕ çын кирек хăш лару-тăрура та икĕ алла пĕр ĕç тупатех. Елчĕкре пурăнакан Егор Михайлович Васильев уйрăм предприниматель тĕслĕхĕ те çакнах çирĕплетет. Ÿркенмен, йывăрлăхсенчен хăраман Егор «Пятерочка» суту-илÿ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче тĕрлĕ косметика сĕнекен, ача-пăчапа çитĕннисем валли илемлĕ, мĕн пур вырăнта тупса илме те çук çи-пуçпа ытти илĕртуллĕ таварсемпе сутă

Подробнее

Республикăна хушма укçа килĕ

Нарăсăн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев Мускавра РФ промышленность тата суту-илÿ министрĕпе Денис Мантуровпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕл пулура республикăн 2024 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă. Тĕл пулу çинчен Олег Николаев кĕçнерникун ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче каласа панă. Асăннă программăн РФ Правительствинчи кураторĕпе

Подробнее

Ларура – çивĕч ыйтусем

Райадминистрацин пуçлăхĕ çумĕнчи Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, ĕç укçине «конвертпа» тÿлессине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Сергей Цыганов, районти уйрăм предпринимательсемпе пĕчĕк тата вăтам предприятисен

Подробнее

«Пĕрремĕш çапăçура юлташа çухатрăм…»

Николай Ефимович Московскин /1923 çулта çуралнă/ ачалăхĕ çăмăл килмен. Пĕр çулталăкра чухнех вăл ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕ – Перасковья Павловна ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл Елчĕкри больницăра санитаркăра тăрăшнă. Николай вăрçа 10-мĕш класран вĕренсе тухсан кайнă. Малалла вĕренес ĕмĕтне вăрçă татнă. Фронта илсе кайнă пирки вăл çапларах

Подробнее

Хастар ĕç манăçмасть

Патреккелти культура çуртĕнче «Хавхалану çăл куçĕсем» смотр-конкурс иртрĕ. Кăçал ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Çĕнтерÿ кунĕ – истори уявĕсенчен чи пĕлтерĕшли. Çулсем иртнĕçемĕн унăн чапĕ ÿссе те ÿссе пырать. Çак пысăк мероприятие тыл ĕçченĕсене, хĕрÿ точкăсенче çапăçнă ветерансене йыхравлани уява илемлетрĕ.

Подробнее

Ахаль салтакран подполковник таран

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашнин пурнăçĕнче манăçми тарăн йĕр хăварнă. Николай Николаевич Николаев Хăвăлçырма ялĕнче 1923 çулта çуралса ÿснĕ. 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче вăл Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă. Алла диплом илнĕ çамрăксем сыв пуллашу каçĕнче савăннă, кулнă, шÿтленĕ. Анчах та сасартăк вăрçă пуçланни пĕтĕм ĕмĕте пĕр самантра сÿнтерсе лартнă. Николай Николаевич

Подробнее

Ял малалла аталанать

Ылтăн-кĕмĕлсĕр пурăнма пулать, анчах та шывсăр пĕр кун тăрасси те питĕ хĕн. Халăха таса шывпа тивĕçтересси çине пуçлăхсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хăвăлçырмасем 60 çул каяллах, А.Купташкин колхоз председателĕнче тăрăшнă вăхăтрах, шыв пăрăхĕпе усă курма пуçланă. Иртнĕ çул вара Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пуçарăвĕпе, ял халăхĕнчен укçа-тенкĕ пуçтарса 120 метр тăршшĕ

Подробнее

Вĕрентÿ хастарĕсем

Учитель ачасене вĕренÿпе воспитани панипе, тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хатĕрлесе явăçтарнипе çеç çырлахмасть, хăй те куллен çĕннине пĕлес-тĕпчес тĕллевпе шав малалла ăнтăлать. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагогсем ăслăлăх тупăшăвĕсене хутшăнассипе яланах хастар. Час-часах çитĕнÿллĕ тата! Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ «Малашлăх вĕрентекенĕ» конкурсра çурма финала тухни те пуш сăмах çапни

Подробнее

Сантехник юрлать…

Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 8-мĕш профтехучилищĕре слесарь-юсавçă профессине алла илнĕ Николай Катин. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнăскер, унта та хастарлăхпа палăрса тăнă. 1990 çулта çар службинчен таврăнсан тĕп хулари агрегат заводне ĕçе вырнаçнă, анчах ĕçлекенсен йышне чакарнине пула унтан кайма тивнĕ. 1992 çултанпа вăл «РЭУ-3» предприятире слесарь-сантехникра

Подробнее

Ĕçе уççăн йĕркелемелле

Федерацин 2124-мĕш номерлĕ «Массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн патшалăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, организацисемпе обществăлла пĕрлешÿсен, должноçри çынсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки оперативлă сведенисем илме ирĕк пур. Çакă маларах асăннă органсем ĕçе уççăн йĕркеленине çирĕплетет. Вĕсен хăйсен официаллă сайтне муниципалитетăн право акчĕсен проекчĕсен тексчĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йĕркеленĕ тата ытти тĕрĕслевсен

Подробнее