Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 606)

Пурнăçне, сывлăхне хĕрхенмен…

Вăрçă пуçлансан çĕршывăмăра хÿтĕлеме ватти-вĕтти кар тăнă, тыл ĕçченĕсем те Аслă Çĕнтерĕве кунран-кун çывхартнă. Халăх пурнăçне тата сывлăхне хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç вирлĕн кĕрешнĕрен, тылра ырми-канми ĕçленĕрен ирсĕр фашиста тĕп тума пултарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Елчĕксем Хĕрлĕ Çарпа Тинĕс-Çар Флочĕн тĕрлĕ чаçĕсенче çапăçнă. Ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕ ĕмĕрех чĕресенче упранать. Вĕсем пирки пирĕн

Подробнее

Шыва кĕчĕç

Январĕн 19-мĕшĕнче ĕненекенсем Иисус Христоса Иорданра шыва кĕртнине уявларĕç. Пысăк праçник кунĕ халăх таса çăл куçсенче, кÿлĕсенче вакăсем касса шыва кĕчĕ. Яманчÿрелсем çак уява çулсеренех туслăн паллă тăваççĕ. Кăçал халăх шыва кĕме часавай çумĕнче ятарлă бассейн вырнаçтарчĕ. Валерий атте шыва кĕл туса тасатнă хыççăн чылайăшĕ унта шыва кĕрсе чунпа тасалчĕ. С.ЕРМАКОВА. Автор сăн

Подробнее

Ялта пурăнма лайăх-и, хулара-и?

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тунтикун ирхине 6 сехет çурăран пуçласа район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе онлайн мелĕпе ирттернĕ канашлура Раççей, хальхи вăхăтра Чăваш Ен Правительствишĕн те регион аталанăвĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăракан, ял çыннине тÿртен пырса тивекен ыйтусене сÿтсе

Подробнее

Çав кунăн чапĕ ан çухалтăр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ирттернĕ тунтикунхи канашлу представительсен тĕлĕшĕнчен нихçанхинчен йышлă пулчĕ. Унта, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемсĕр пуçне, вĕренÿпе культура учрежденийĕсен тата ытти тытăмри пуçлăхсем те хутшăнчĕç. Анлă ушкăнпа пуçтарăннин сăлтавĕ – Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине тивĕçлипе йĕркелесе ирттересси. Истори пĕлтерĕшлĕ событие хатĕрленсе уявлассипе

Подробнее

Малтисен йышĕнче

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ 2019 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин полицин оперативлă ĕçсен начальникĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан И.Баранов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем А.Осиповпа Н.Миллин, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен прокурорĕсем О.Васильевпа С.Фирсов, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсем тата ыттисем те

Подробнее

Тăхăр çул çитрĕ

Раççей Федерацийĕн Следстви комитетне туса хунăранпа кăçал 9 çул çитрĕ. Следстви комитечĕн ĕçченĕсен тивĕçне преступленисен чи хăрушă категорийĕсене тĕпчесси кĕрет: çынна вĕлерни, гражданин ирĕкĕсене хĕсни, теприне арлăх тĕлĕшĕнчен ирĕксĕрлени, çынсемпе суту-илÿ туни, ĕçченсене ĕç укçи тÿлеменни, ĕç сыхлав йĕркисене пăхăнманни, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла тата ытти преступленисем. Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн

Подробнее

Инвестици ыйтăвĕ – тĕп вырăнта

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ кунсенче Мускавра пулса иртнĕ Гайдар форумне хутшăннă. Форума РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕ йышăннă. Унта 30 ытла çĕршывран килнĕ 15 пине яхăн çын пухăннă. 85 сессире бизнеса аталантарасси, ют çĕршыв инвесторĕсене илĕртесси тата ытти пирки калаçнă. Мероприяти «Инвестици илĕртÿлĕхĕнчен экономика патне»

Подробнее

Çĕнĕ Канаш

Районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районта çĕнĕ пĕрлешÿ – обществăлла Канаш туса хунă. Организациллĕ ларура унăн председателĕ пулма Анатолий Молоствова, заместительне Ирина Аникинăна суйланă. Обществăлла Канашра 9 çынран тăракан виçĕ комисси ĕçлесе пырĕ. Вĕсем район администрацийĕпе, обществăлла организацисемпе тата ытти тытăмсемпе тĕрлĕ ыйтусене пĕрле татса парассипе ĕçлĕç. Канаш ĕçне район администрацийĕн

Подробнее

Электрон ĕç кĕнеки

«Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçалтан электрон ĕç кĕнекисем вăя кĕреççĕ. Предприяти-организаци ертÿçисем Пенси фончĕн информаци ресурсĕсенче упрама ĕçченсен ĕç-хĕлĕпе çыхăннă /ĕçе илни, урăх вырăна куçарни, ĕçрен кайни çинчен е ĕçчен электрон ĕç кĕнекине йĕркелесе пыма ыйтнă заявлени пирки/ электрон сведенисем пама пуçлаççĕ. Унпа Пенси фончĕн персонификаци учечĕн тытăмĕнчи харпăр хăйĕн

Подробнее

Тимлĕх уйăраççĕ

Социаллă пулăшу кÿрессипе тимлекен районти центр специалисчĕсем ялта пĕччен пурăнакан 80 çултан иртнĕ ватă, инвалида тухнă çынсене тимлĕх уйăрассипе тата вĕсене май пур таран пулăшассипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Вĕсем иртнĕ кунсенче Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пулса çак йышри çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулни те çакна çирĕплетсе панă. Хăйсене тивĕçлĕ пенси

Подробнее