Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 843)

Работники печатной отрасли России отмечают профессиональный праздник

13 января журналисты, полиграфисты, распространители печатной продукции, ветераны пера нашей страны отмечают свой профессиональный праздник – День российской печати. Именно в этот день по указу Петра I в 1703 году в Москве вышла первая русская газета «Ведомости». Тираж первого номера издания составлял одну тысячу экземпляров и состоял из четырех небольших страничек

Подробнее

Тыр-пул пирки хĕлле шутлаççĕ: Ав, кур, пĕрче тĕпчеççĕ те суйлаççĕ

Вĕçĕ-хĕррисĕр анлă уй-хирĕмĕр вăхăтлăха канать, вăл шурă кавирпе витĕннĕ пулин те «Раççей ял хуçалăх центрĕ» патшалăх учрежденийĕн тытăмне кĕрекен вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен районти уйрăмĕн ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ вăхăт. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем черетлĕ çур акире усă курма хатĕрленĕ вăрлăха пахаласа хак парас тĕлĕшпе пуçĕпех ĕçе кÿлĕннĕ-çке вĕсем. Çĕр ĕçченĕсен тĕп

Подробнее

Ят-сум вăй-хал хушать

«Эмметево» сахал яваплă юлташлăхри Александр Иванова производствăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята парса чыс тунă. – Ят-сум чун-чĕрене савăнăç кÿрет, шанса панă ĕçре тата тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах пулма хистет, – тет Александр Варсанофьевич. Хальхи вăхăтра механизатор фермăри йышлă ĕне выльăха тăрантарнă çĕрте вăй хурать, хăйне шанса

Подробнее

«Чи малтан çын пулмалла»

Çулсерен январĕн 12-мĕшĕнче Раççейре Прокуратура ĕçченĕн кунне паллă тăватпăр. Çак уява çĕршывра 1996 çултанпа, Раççей Президенчĕ ятарлă Указа алă пусса çирĕплетнĕренпе, уявлатпăр. Кунне палăртнин пĕлтерĕшĕ те пысăк. 1722 çулта шăп çак кун – январĕн 12-мĕшĕнче Раççей императорĕн I Петĕрĕн Указĕпе генерал-прокурорăн должноçне палăртнă – Раççей прокуратурин институтне çирĕплетнĕ. Çак вăхăтранпа прокуратура

Подробнее

Грант уйăраççĕ

Хăйсен ĕçне – хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, çемье фермисене йĕркелеме грант шучĕпе патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрасси 2019 çулта та туллин сыхланса юлать. Унсăр пуçне, кăçал «Агростартап» проект та пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене аталанма çăмăллăх кÿрес тĕллевпе бюджетсен хушшинчи трансфертсем пама пуçлаççĕ. «Агростартап» грантне

Подробнее

Район пурнăçĕ

Ирхи зарядкăна тухар-и? Республика шайĕнчи «Пĕрлехи зарядка кунĕ» проект анлăн вăя кĕрет. Районти тĕп больницăри пысăк коллектив кĕçнерникун ирхине, ĕç пуçланиччен, ирхи зарядкăна тухнă. Вера Алюкина инструктор ĕçтешĕсене ÿт-пĕве вăй-хал кĕртме пулăшакан çăмăл, тухăçлă упражненисен комплексне кăтартнă. Кăрлач уйăхĕнчи сивĕ те илемлĕ çанталăк вара, чăннипех, кашнийĕн чун-чĕрине хăпартлану туйăмĕ, вăй кĕртнĕ. Сумлă юбиляр 90

Подробнее

Тăрăшуллисен малашлăхĕ пысăк

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕ парассин мерисене çирĕплетесси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипенди парасси çинчен хушăва алă пуснă. Вĕренÿре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусем тунă республикăри 1000 çамрăк хушшинче пирĕн районти

Подробнее

Çĕнĕ автомашинăсем çула тухма хатĕр

Республикăри сиплев учрежденине – катастрофа медицинипе васкавлă пулăшу паракан центра 18 васкавлă пулăшу машини килсе çитнĕ. Газ-соболь тата «Некст» ГАЗель маркăллă автомашинăсене туянма РФ Правительствин хушăвĕпе федераци хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Вĕсене, паллах, хальхи йышши технологие тĕпе хурса кăларнă, медицинăн çĕнĕ хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Республикăри катастрофа медицинипе васкавлă пулăшу паракан центрăн тĕп врачĕ

Подробнее

Пособи ÿснĕ

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособи икĕ хута яхăн – 850 тенкĕрен 1500 тенкĕ таран ÿснĕ. Унăн чи пысăк виçи 4900 тенкĕрен 8000 тенкĕ таран пулать. Сăмах май, ăна 10 çул каялла ÿстернĕ пулнă. Пенсие каяс умĕнхи çулсенчи çынсемшĕн пособи виçи тата ытларах пулма пултарать. Раççейри Ĕç тата социаллă хÿтлĕх

Подробнее

Дельфи вăййисем кĕтеççĕ

Январĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Енре Дельфи вăййисен суйлав тапхăрĕ иртет. Ăна пултаруллă çамрăксене тупас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Музыка инструменчĕ калакансене, ÿнер ăстисене, сăвă илемлĕ вулакансене, халăх юррисене шăрантаракансене, академи юрăçисене уйрăм номинацисенче палăртаççĕ. Конкурса хутшăнас тесен январĕн 18-мĕшĕнчен konkurs.fdo@mail.ru электрон почтăна çыру вĕçтермелле. Тĕплĕнрех – Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн сайтĕнче.

Подробнее